Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тирпей-илемшĕн кам ытларах тăрăшать

Хамăр пурăнакан ял-хулана сăн кĕртес, экологи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпа Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров кăçалхи çула «Парксемпе садсен çулталăкĕ» тесе йышăнчĕ. Районта йывăç-тĕм лартасси унччен те йĕркеллĕ пулса пынă, асăннă Указа алă пуснă хыççăн вăл пушшех те анлăланчĕ, районта пурăнакансем çак ĕçе активлă хутшăнчĕç. Кунсăр пуçне кашни ял администрацинче ку енĕпе ятарлă плансем туса хатĕрленĕ. Пĕтĕмĕшле ĕçсем, паллах, культура, вĕрентÿ, медицина, суту-илÿ тата ытти объектсем, палăксемпе обеликсем, монументсем тавра тирпей-илем кĕртессипе, урамсемпе картишсене илемлетессипе, чечек клумбисемпе газонсем  вырнаçтарассипе, аллейăсемпе парксем лартассине, кану вырăнĕсем тăвассине, санитарие хÿтĕлев зонисем йĕркелессипе çыхăннă. Ырă улшăнусем кашни ялта тенĕ пекех палăрма тытăнчĕç, вĕсем куç умĕнчех хитреленсе пыраççĕ. Район центрех, акă, кĕске вăхăтрах хăтлăланчĕ, илемлĕхпе тирпейленчĕ.

Ял-поселок сăн-сăпачĕ, илемлĕхпе тирпейлĕхĕ - унта мĕнле çынсем пурăннипе кăтартакан тĕкĕр. Эппин, пирĕнтен кашниннех çак ĕçе тÿпе хумалла.

Нумаях пулмасть район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин, Чăваш Республикин Министрсен кабинечĕн 2005 çулхи январĕн 31-мĕшĕнчи 16-мĕш №-лĕ «Чăваш Республикинчи халăх пурăнакан вырăнсене симĕслетесси тата тирпей-илем кĕртесси енĕпе чи лайăххине палăртассипе çулсерен смотр-конкурс ирттересси» йышăнăвне тата ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин хушăвне тÿпе хурса, районта йывăç-курăклă тата тирпей-илем кĕртнĕ чи лайăх яла палăртас тĕллеве май-август уйăхĕсенче смотр-конкурс ирттерме йышăну кăларнă. Ку енĕпе ятарлă комисси çирĕплетнĕ. Конкурс пилĕк номинаципе иртет, вăл шутра - халăх пурăнакан вырăна, харпăрлăхăн пур формиллĕ организацисене территорисене, уйрăм çынсем пурăнакан сектора симĕслетесси тата тирпей-илем кĕртесси, кану вырăнĕсемпе чечек клумбисем йĕркелесси.

Конкурса хутшăнас текенсем заявкăсене, фото тата видеофильмсене, ăнлантару хучĕсене 2005 çулхи августăн пиллĕкмĕшĕччен тăратмалла.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 мая 2005
00:00
Поделиться
;