Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Юлташла тĕл пулу

Ял хуçалăх кооперативне панкрута кăларнă хыççăн Пăртас тăрăхĕнчи вăй питти çамрăксенчен ытларахăшĕ, тĕпрен илсен, чукун çул çине ĕçлеме кайнă. Вĕсем спортпа та туслă, тăтăшах тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнаççĕ. Чукун çул çинче тимлекенсем футбол вăййине ытларах кăмăллаççĕ, ахальтен мар хăйсен командине «Локомотив» ят панă.

Анчахрах пăртассем республикăри чи вăйлă командăна - Çĕмĕрлери «Звезда» футболисчĕсене - юлташла тĕл пулăва чĕннĕ. Ял çумĕнче, чукун çул хĕрринче, вырнаçнă футбол площадкинче тупăшу çивĕч иртнĕ. Çĕмĕрлесем ял çамрăкĕсене 2:1 шутпа парăнтарнă. Сăмах май каласан, çак икĕ команда пĕлтĕр те тĕл пулса вылянăччĕ.

Юлашкинчен «Локомотив» тата «Звезда» футболисчĕсем уçă сывлăшра техĕмлĕ шÿрпе çисе киленнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 мая 2005
00:00
Поделиться
;