Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сиенлĕ йăласем. Пурнăçа пăсаççĕ вĕсем

Вăрнарти 29-мĕш професси училищинче экологие вĕрентекен Елена Арсентьевна Михайловапа Галина Николаевна Приезжева библиотекарь тăрăшнипе час-часах тĕрлĕрен мероприятисем пулаççĕ. Хальхинче вĕсем 21-мĕш группăра вĕренекенсемпе «Сиенлĕ йăласем çын пурнăçĕ çине витĕм кÿни» темăпа наукăпа практика конференцийĕ ирттерчĕç. Асăннă мероприятие хатĕрленсе библиотекăра кĕнеке выставки йĕркеленĕ. Малтанах Г.Приезжева библиотекарь çак кĕнекесемпе паллаштарчĕ. Унтан вĕренекенсем сăмах илчĕç. Оксана Михайлова «Алкоголь», Ольга Илларионова «Чĕлĕм туртни», Ирина Арсентьева «Наркомани», Эльза Сапожникова «Токсикомани» темăсемпе докладсем туса пачĕç. Çакăн хыççăн массăллă пичет изданийĕсенче «Никотин кашни иккĕмĕш ачана вĕлерет», «Чĕлĕм туртакансене чирсем канăç памаççĕ», «Эрех ĕçетĕн; ... хатĕр пул», «Хăвăрăн йăнăшусем çинче вĕренменни лайăхрах» статьясене тишкерчĕç.

Конференци ĕçне училище директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ Т.Г.Ванина, теориллĕ вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен заместителĕ Н.В.Бизаева, производство вĕрентĕвĕн мастерĕ В.И.Панькова хутшăнчĕç.

Конференци ĕçне пĕтĕмлетнĕ май Е.Михайлова сиенлĕ йăласенчен май килнĕ таран хăвăртрах хăтăлмалли çинчен каларĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
06 июня 2005
00:00
Поделиться
;