Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ÿсĕр çын сарайне чĕртсе янă

Упнерте пурăнакан хĕрĕхри С. тахçанах эрех-сăмакун авăрне путнă тесен те йăнăш пулмĕ. Арăмĕ те унран юлмасть. Çавна пула çакскерсем хăйсен çичĕ ачине йĕркеллĕ пăхаймаççĕ – пĕчĕкскерсем час-часах выçăллă-тутăллă çÿреççĕ.

Виçĕмкун, каçхине ултă сехет иртсен, кил хуçи, ÿсĕрскер, хăрушă ĕç тунă – сарайне чĕртсе янă. Вут-çулăм вăйлă алхасма пуçланă. Юрать-ха, Вăрнартан пушар сÿнтерекенсем хăвăрт килсе çитнĕ, пÿрте тата кÿршĕсен хуралтисене тивсе илме паман. Юриех вут тĕртнĕшĕн С.-на явап тыттарма пултараççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 июля 2005
00:00
Поделиться
;