Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Амăшĕн савăнăçĕ

Çара каякан каччăсене чаплă лару-тăрура ăсатса ярасси Юнтапа тăрăхĕнче яланхи йăлара.

Эпĕ çамрăксен çуркуннехи ăсату каçĕ мĕнле иртнине кăсăклантăм.

- Чаплă, асра юлмалла, - харăссăн хурав пачĕç çамрăксем.

Кушар Юнтапари Волковсен пысăк та хăтлă çуртне Раççейĕн пулас сыхлавçи Алексей Волков, унăн юлташĕсемпе тăван-пĕлĕшĕсем йышлăн пуçтарăннă. Хуçалăх ертÿçисемпе иртнĕ вăрçă ветеранĕсем çар службинче тăрасси кашни çамрăкăн чи яваплă та хисеплĕ тивĕçĕ çинчен каланă, парнесем панă. Çара каякан каччă пухăннисене çапла шантарнă:

- Тăван çĕршыв пирĕншĕн яланăх пĕрре. Ăна сыхласси - ĕмĕртен-ĕмĕре пынă чыслă йăла. Эпĕ хам тивĕçе туллин пурнăçлăп, - тенĕ вăл.

Анчахрах унăн амăшĕ Надежда Васильевна Волкова Мускав облаçĕнчи çар чаçне присяга тытнă лару-тăрăва хутшăннă.

- Пирĕн ывăл Тăван çĕршывăн чыслă та хисеплĕ сыхлавçи пулнишĕн чĕререн савăнатпăр, унпа чăннипех мухтанатпăр, - тенĕ Надежда Васильевна тăван ялне савăнăçлăн таврăннă май.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 июля 2005
00:00
Поделиться
;