Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Лагерьсенче канаççĕ, сывлăха çирĕплетеççĕ

Нумай ачаллă, тулли мар, тупăшлă çемьесенче çитĕнекен ачасене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтересси паян патшалăх политикин уйрăлми пайĕ пулса тăчĕ. Район администрацийĕн ĕçлев, социаллă пурнăç тата демографи политикин пайĕ çак ĕçе таса тивĕç вырăнне хурса пурнăçлать, ыркăмăллăх акцийĕсем ирттерсе ачасене укçа-тенкĕпе, кĕпе-тумтирпе тата ытти япаласемпе пулăшать. Çуллахи вăхăтра вĕсене лагерьсенче канма майсем туса парать. Кăçал асăннă категорири ачасем, пурĕ 47-ĕн, республикăри сывлăха çирĕплетмелли «Солнышко», «Ильинский» тата «Звездный лагерьсенче канса килнĕ ĕнтĕ. Çак кунсенче тата 25 арçын ачапа хĕрачана путевкăсем панă. Тивĕçтернĕ путевкăсен пĕтĕмĕшле хакĕ 304 пин те 250 тенкĕпе танлашнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 июля 2005
00:00
Поделиться
;