Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Паллашăр: «Байконур...»

Байконур...

Тĕнче уçлăхĕн Çĕр çинчи кăвапи...

Этемлĕх ĕмĕрсен ĕмĕтне чăн тунă вырăн...

Çĕр-планета спутникĕ уçлăха чи малтан çакăнтан вирхĕнсе тухнă...

Шăпах çакăнтан чи пирвайхи космонавта хальччен никам пĕлмен çула ăсатса каялла кĕтсе илнĕ. Байконур вăл – космос карапĕсен тĕлĕнтермĕш гаванĕ.

Байконур вăл, пуринчен те ытла, тĕнчере чи мала ÿкнĕ наука, чи хăватлă çĕнĕ цивилизаци – совет цивилизацийĕ чăмăртаннине пĕлтерсе тăнă.

Совет Союзĕ, тĕрĕссипе, тин кăна çут тĕнчене фашизм чуралăхĕнчен хăтарнăскер, хаяр вăрçăпа аркатнă çĕршыва ура çине тăратма кÿлĕннĕ. Çĕнĕрен чун илсе, чĕрĕлсе хал пухма тивнĕ. Çĕнтерÿçĕ-çĕршыв кăна тĕнче çÿллĕшĕнче тĕлĕнтермелли мирлĕ çитĕнÿсем тума пултарнă. Çав вунă-вун пилĕк çула СССРа тĕп тунăранхи тапхăрпа танлаштарса пăхсамăр, тархасшăн!

Тишкерÿллĕ, тĕпчевлĕ шухăшлавран пистерчĕç те, хăшпĕри халь, тен, Байконур сăлтавне ăсласа ăнланма ĕнкертеймест те пуль. Çĕнтерÿçĕ-çĕршыв, çĕнтерÿçĕ-халăх пурне те килĕшмест! Тин çеç хăрушă вăрçăран тухнă хыççăн пире каллех, çийĕнчех çĕнĕ вăрçă чукмарĕпе юнанине асилер. 1946 çулхи мартăн 5-мĕшĕнче Великобритани премьер-министрĕ пулнă У.Черчилль Америкăри Фултонра çапла çавăрттарса хурать: кирлĕ самантра Пĕрлешÿллĕ штатсен Совет Союзне ним шухăшласа тăмасăр ядерлă хĕçпăшалпа путлантармалла!

Анăçра пире ĕмĕртен ĕмĕре курайман. Çĕршывăмăра сивĕ вăрçăпа, тимĕр хÿмепе хупăрласшăн! Пысăк хуласене (виççĕрĕшне!) атомпа сирпĕтме тĕв тунă-мĕн. Ирĕксĕрех хÿтĕленмелли тивĕçлĕ майсем шырама, халăх пурнăçне çĕклеме уйăрас укçаран катса оборонăна вăйлатма лекет.

У.Черчилĕн юнавлă заявленийĕ хыççăн тепĕр икĕ уйăх ытларахран (!) СССР Министрсен Совечĕн Председателĕ И.В.Сталин «Реактивлă хĕçпăшал ыйтăвĕсем» ятпа хатĕрленĕ постановление алă пусать. Тăван çĕршывăн хÿтлĕх хÿмине çĕклеме, курăр-ха, мĕнлерех çынсем кунне-çĕрне уямасăр ĕçленĕ: реактивлă техника комитечĕн председателĕ Г.М.Маленков, паллă ученăйсем, конструкторсем, çар начальникĕсем – И.В.Курчатов М.В.Келдыш, М.С.Рязанский, Е.Н.Богуславский, М.И.Борисенко, Г.К.Жуков, А.М.Васильевский, М.И.Неделин, хĕçпăшал министрĕ Д.Ф.Устинов, НИИ тата ОКБ коллективĕсен пуçлăхĕсем С.П.Королев, В.П.Бармин, В.П.Глушко, Н.А.Пилюгин, В.И.Кузнецов...

Каллех, танлаштарас-тăк, çак патриотсем çумĕнче ку вăхăтри Чечня вăрçине чĕртнĕ ЕБНсемпе Пашка-Мерседессем лĕч! сурмалăх та тăмаççĕ!

Пĕрремĕш баллистика ракетине (Р-1) тума 13 наукăпа тĕпчев институчĕ тата конструкторсен бюровĕ, 35 предприяти хутшăннă.

Пĕр сăмахпа – Байконур тĕлне тухиччен хăватлă çынсем çавнашкал хăватлă ĕçленĕ. Ракетăсене сăнамалли полигон вырăнне палăртма 1954 çулхи мартăн 17-мĕшĕнче нумай министерствăсене задани çитернĕ. Ракетăсен тата космос системин Главнăй конструкторĕ Сергей Павлович Королев космодромăн тĕп заказчикĕ пулса тăнă. Çав тери кăткăс ыйтăва – космодром тумалли вырăна тĕрĕс палăртассине Василий Иванович Вознюк генерал ăнăçлă татса панă.

Ак ĕнтĕ, Байконур ветеранĕсем космодромăн 50 çулхи юбилейне паллă турĕç. Чаплă уява РФ Президенчĕ В.Путин хăй çитсе хутшăнчĕ.

Шăпах юбилей кунĕсенче пирĕн ентешĕн Э.В.Васильевăн Байконур космодромне халалланă кĕнекисем пичетленсе тухрĕç (вырăсла – «Дороги в космос начинались на земле». Чебоксары, Чувашск. кн. изд., 2005* чăвашла – «Байконур: космос çулĕ çĕр çинче хывăнать». Вăрнар, ЧР ПУП «ВИÇ», 2005).

Очерксен содержанине вĕсен ячĕсенчен тавçăрма пулать: «Хурçă пек хĕрсе çирĕплентĕмĕр», «Байконурта. Мĕн вăл – космос хăвăртлăхĕ;» «Сулахай флангра. Самана сатурĕсем», «Чăн-чăн арçынсен паха ĕçĕ-хĕлĕ», «Космонавтсем», «Тымарăмсем». Сăн ÿкерчĕксем нумай. Кам çĕршывăмăрăн кун-çулĕпе интересленет, ку кĕнекене тупса тытса вулатех. Авторĕ ăна юлташĕсене, библиотекăсене чылай парнеленĕ.

Паллă-чаплă çынсемпе, космонавтсемпе тĕл пулнисем, туслашнисем çинчен ăшă кăмăлпа çырса кăтартнă. Вуланăçемĕн Байконур космодромĕн пĕлтерĕшне чăнласа ăнланатпăр та – мăнаçланмалли те, пăшăрхантараканни те вĕçĕмрен тупăнать.

Этемĕн йăх-ратне тымарне ашшĕ-амăшĕнчен тытăнса сахалтан çичĕ сыпăк таран пĕлмелле теççĕ. Эрик Васильевич çывăх тăванĕсене пархатарлăн аса илет. Аслă Çĕнтерĕвĕн 60 çулхи юбилейне кура фронтовиксен ячĕпе ыррăн шухăшласа калама пĕлнĕ.

Э.Васильев пирĕн районти Мăн Явăш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пурнăç çулĕ ăна Çĕнĕ Шупашкарти хими комбиначĕн строителĕнчен Çар политпайĕн начальникĕ – Байконур космодромĕнчи Инженерла ĕç-хĕл управлени начальникĕн заместителĕ таран, вĕренÿ подразделенийĕнчи курсантран полковника çити çавăрса тухнă. Кăтартуллă çитĕнÿсем тунăшăн ăна «За службу Родине в Вооруженных Силах СССР» орденпа тата вунă медальпе наградăланă. СССР Оборона министерстви «Çарти строительствăн отличникĕ» хисеплĕ ят панă. Эрик Васильевич – Байконур космодромĕн ветеранĕ. Мускавра пурăнать. «Северсталь» акционер обществин тĕп хулари представительствинче эксплуатаци службине йĕркелесе ертсе пырать. Тĕп хулари офицерсен юлташлăхĕн членĕ. Чăвашран тухнисем обществăлла çак организацие «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» ятпа пĕрлешнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 июля 2005
00:00
Поделиться
;