Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тирпейлĕхшĕн тăрăшса

Кушар Юнтапа ял администрацийĕ çумĕнче тавралăха тирпей-илем кÿрес енĕпе ĕçлекен ятарлă комисси йĕркеленĕ. Унăн йышне сывлăх, культура, вĕрентÿ, суту-илÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсене, пушар хуралĕнче тăракансене кĕртнĕ.

Комисси членĕсем Хурапыр Юнтапа, Кушар Юнтапа, Уйкас Юнтапа ялĕсенче тирпейлĕхпе тасалăх мĕнле шайра тăнине тĕрĕслесе тухнă. Вĕсем ялсене пыракан шоссен икĕ енĕпе çумкурăксем кашласа ÿснине, хăшпĕр кил умĕнче вут-шанкăпа строительство материалĕсем хупласа лартнине тупса палăртнă, çитменлĕхĕсене çийĕнчех пĕтерме хушса хăварнă.

- Тирпейлĕх, тасалăх чир-чĕрпе кĕрешме пулăшать, пушар тухас хăрушлăха сирсе ярать. Кунсăр пуçне ял культурине те çÿллĕ шая çĕклеме май парать. Таврара илемлĕх пулсан, пурнăç çине урăх куçпа пăхма пуçлатăн, - палăртать ял администрацийĕн пуçлăхĕ Нина Алексеевна Михайлова.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 июля 2005
00:00
Поделиться
;