Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăй хурса ĕçлемелле

Районти хуçалăхсен кăçал патшалăха 2000 тонна аш-какай, 8000 тонна сĕт туса илсе сутмалла. Çак ĕçе пурнăçлама çăмăл мар. Пĕтĕмпех выльăх-чĕрлĕхе лайăх пăхса усранинчен, унăн продуктивлăхне ÿстернинчен тата ферма ĕçченĕсен ĕçне лайăх ертсе пынинчен килет.

Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх кооперативĕсенче 1046,7 тонна аш-какай туса илсе сутнă. Ку вăл пĕлтĕрхипе танлаштарсан 11 процент нумайрах. Уйрăмах аш-какай туса илсе сутасси аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче, «Искра», «Победа», Карл Маркс ячĕллĕ, «Броневик» хуçалăхсенче ÿснине палăртмалла. Мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ кăçалхи çур çулта 8053 пуç шутланать. Иртнĕ çул çак тапхăрта 9694 пуç пулнă. Ĕне выльăх сахалланса пыни хуçалăх ертÿçисен тата унта ĕçлекен специалистсен тимсĕрлĕхне пула выльăхсем çамрăклах вилнипе тата вĕсене ял хуçалăх техники валли кирлĕ запас пайсемпе е çунтармалли сĕрмелли материалсемпе ылмаштарнипе çыхăннă. Çулталăк хушшинче ял хуçалăх техникумĕнче 130 ĕне, «Правда», Коротков ячĕллĕ, «Яуши», «Гвардеец» хуçалăхсенче – 23-126 ĕне чакнă.

Ĕнесен йышĕ чакнипе патшалăха сахал сĕт сутма пуçларăмăр. Кăçалхи ултă уйăхра районĕпе 3365,4 тонна сĕт туса илнĕ. Ку пĕлтĕрхи çав вăхăтпа танлаштарсан 11 процент сахалтарах. Кашни ĕнерен районĕпе вăтамран 1182 килограмм сĕт суса илнĕ пулсан, «Яуши», «Знамя труда», «Новый путь», «Родина», «Вурнарская» ял хуçалăх производство кооперативĕсенче, ял хуçалăх техникумĕнче ку кăтарту 1000 килограма та çитеймест. Ĕнесем хальхи вăхăтра çуллахи конвейер çинче çÿренĕ чух К.Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино», «Родник», Коротков ячĕллĕ, «Победа», «Броневик», «Хорнзор» хуçалăхсенче кунсерен талăкне 12-16 килограмм сĕт сăваççĕ. Анчах та ытти хăш-пĕр ял хуçалăх производство кооперативĕсенче 6-8 килограмран иртеймеççĕ. Ку вăл выльăх-чĕрлĕхсене апат пур çинчех лайăх тăрантарайманнипе, вăхăтра вĕсене тăвар тата минераллă хутăш апатсем паманнипе, çавăн пекех ертÿçĕсем ферма ĕçченĕсем валли лайăх ĕçлеме условисем тума тăрăшманнипе çыхăннă. Çавăнпа та фермăсен ĕçĕнчи çитменлĕхсене пĕтерме васкавлă мерăсем йышăнмалла. Выльăхсене йĕркеллĕ тăрантарса пăхса усрасси çине уйрăмах тимлĕ пăхмалла.

Çуллахи вăхăтри тата тепĕр пысăк задача – выльăх-чĕрлĕх валли хĕл каçма кирлĕ чухлĕ апат хатĕрлесси. Кашни çулах эпир пĕр условнăй выльăх пуçне 32-35 центнер апат единицинчен кая мар туса илме палăртатпăр. Анчах та çакă чылай чухне пурнăçа кĕмест. Акă, пĕлтĕр районĕпе хĕл каçма 5,8 пин (46 процент) тонна утă, 22,2 пин тонна сенаж, 12,7 пин (67 процент) тонна сенаж кăна хатĕрленĕ, е кашни условнăй выльăх пуçне 20,2 центнер апат единици.

Кăçал аш-какай, сĕт туса илессине тата выльăх-чĕрлĕх йышне ÿстерес тĕлĕшпе планпа пĕр çул тата нумай çул ÿсекен курăксене 9595 гектар çинчен, выльăх кăшманне 185 гектар çинчен пуçтарса кĕртмелле. Урăхла каласан, выльăх-чĕрлĕх валли 11 пин тонна утă, 20,9 пин тонна сенаж, 14,6 пин тонна силос, 16,5 пин тонна улăм тата 8,3 пин тонна выльăх кăшманĕ хатĕрлеме пăхнă. Çаксене пурнăçлама районти хуçалăхсенче 26 комбайн тата 53 косилка пур.

Районта июлĕн 12-мĕшĕ тĕлне 13,2 пин тонна сенаж, 1,8 пин тонна утă тата 3,5 пин тонна силос хатĕрленĕ. Çанталăк условийĕсене пăхмасăрах К.Маркс ячĕллĕ (председателĕ В.Шумилов), «Янгорчино» (Г.Романов), «Победа» (А.Семенова), «Юнтапа» (П.Трофимов), «Броневик» (В.Репин) хуçалăхсем уй-хирте хастар ĕçлеççĕ. «Живица», «Родник», «Яуши», «Правда», «Гвардеец», «Маяк», «Агро-инвест» хуçалăхсенче, ял хуçалăх техникумĕнче выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илес тĕлĕшпе çителĕксĕр ĕçлени чылай пăшăрхантарать.

Ĕне выльăх апачĕ хатĕрленĕ чух чи малтанах технологине пăхăнса ĕçлемелле. Пăрçа йышши культурăсене сенаж валли хатĕрленĕ чух 40-55 процент, пучахлă курăксем 40-60 процент типĕ пулмалла. Сенажра силосрипе танлаштарсан сĕт йÿçеклĕхĕ тата ытти йÿçек процессем ерипенрех пулса пыраççĕ. Çакна чылай хуçалăх шута илмест. Вĕсем нумай çул ÿсекен курăксенчен (люцерна, клевер) сенаж тăвас технологине пăсаççĕ, пахалăхлă силос хатĕрлемеççĕ. Ешĕл массăна консервланă чухне кĕвелĕкпе (закваска) усă курмалла.

Выльăх-чĕрлĕх продукцине нумай илесси çавăн пекех фермăсене çулла тĕпрен юсанинчен, машинăсене, оборудованисене тĕрĕс-тĕкел ĕçлеттернинчен нумай килет. Çавна май чылай хуçалăхри ятарлă бригадăсем хĕлле валли витесене юсаççĕ, дезинфекци туса ирттереççĕ.

Паянхи кун пур хуçалăхра та обществăлла выльăхсен йышне ÿстересси тĕп задача пулмалла. Çакна шута илсе халăхран çамрăк выльăхсене пуçтарассине йĕркелемелле. Юлашки вăхăтра хуçалăхсен тата ял администрацийĕсен тимсĕрлĕхне пула хамăр патра ÿстернĕ выльăх-чĕрлĕхе ытти районсенчен килсе пуçтарса кайнă тĕслĕхсем чылай. Лешсем улталама та, йÿнĕ хакпа туянма та именмеççĕ. Хальхи вăхăтра «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» халăхран выльăх пуçтарать, вĕсемшĕн лайăх хак парать, вăхăтра тÿлесе татать.

Хамăр умра тăракан задачăсене пурнăçласан кăна аш-какай, сĕт туса илессине ÿстерме пулĕ, район бюджетне те нумайрах укçа-тенкĕ пырса кĕрĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 июля 2005
00:00
Поделиться
;