Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрлакан çамрăксем е ют пурлăх мĕншĕн илĕртет

Паян пирĕн хушăра «йывăр» ачасем нумайлансах пыраççĕ. Ку вăл ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрĕсене кирлĕ пек пăхманнипе е, пачах урăхла, ытлашши ачаш ÿстернипе, ирĕке хăнăхтарнипе, çемьери йĕркесĕрлĕхпе те çыхăннă. Шăпах çакнашкаллисем саккуна хирĕçле ĕçсене тунă çĕре хутшăнаççĕ те.

Кăçалхи ултă уйăхра, акă, район территорийĕнче çула çитмен çамрăксем преступленилле 21 ĕç тунă. Вĕсенчен 14-шĕ ют пурлăха вăрлани-çаратнипе, тустарнипе, 5-шĕ - çынна хĕненипе, пĕр тĕслĕхĕ çын сывлăхне юриех çăмăл сиен кÿнипе, тепри пусмăрласа япала туртса илнипе çыхăннă. Преступленилле ĕçсене 25 çамрăк хутшăннă. Çула çитмен ачасем киревсĕр ĕç тунă тĕслĕхсем Вăрнарта тата Мăн Явăшра 7-шер, Вăрманкасра, Кÿлхĕрринче, Мăн Турханта 2-шер, Шĕнер Ишекре, Рункăра, Çавалкасра, Туçи Мăратра, Упнерте пĕрер çырăннă. Вĕсенчен вуниккĕшĕ – шкул ачисем, пиллĕкĕшĕ – Вăрнарти 29-мĕш професси училищинче вĕренекенсем. Ыттисем ниçта та ĕçлемеççĕ-вĕренмеççĕ.

Преступленилле 14 ĕçе ушкăнпа тунă, вĕсенчен 5-шне вара - çула çитмен çамрăксем. Ачасем аслисемпе хутшăнса пăснă 9 тĕслĕхе шута илнĕ.

Кĕçĕннисем преступлени çулĕ çине тăрассине асăрхаттарассипе шалти ĕçсен районти пайĕн çула çитмен çамрăксемпе тимлекен инспекцийĕ пысăк ĕç пурнăçлать. Учетра тăракан çамрăксемпе уйрăммăн ĕçлетпĕр. Кунашкаллисем паянхи куна 51-ен, вĕсенчен тăххăрăшĕ 14 çул та тултарман, условнăй айăпланисем вун пиллĕкĕн. Инспекци тата милици ĕçченĕсем учетра тăракан çамрăксем пурăнакан вырăнсене час-часах тухса çÿресе тĕрĕслеççĕ, каçхи рейдсем ирттереççĕ.

Çула çитмен ача право йĕркине пăсни – пĕтĕм обществăшăн çивĕч ыйту. Лару-тăрăва лайăхлатас тĕллевпе преступлени тунă çамрăксемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе канашлусем ирттересси йăлана кĕнĕ. Çавăн пекех кăçал çула çитмен çамрăксемпе тимлекен инспекторсем, ытти службăсем хутшăннипе, ачасем тĕлли-паллисĕр çапкаланса çÿрессине тата йĕркене пăсассине, наркотиксемпе тата пуçа минретекен ытти япаласемпе усă курассине асăрхаттарассипе ятарлă операцисем, çав шутра террора хирĕç те, ирттернĕ. Кăçалхи ултă уйăхра инспекци сотрудникĕсем вĕрентÿ учрежденийĕсенче пулса право темипе 18 лекци вуланă, шалти ĕçсен районти пайĕн ĕçченĕсем «Милици тата ачасем» операци йĕркипе – 12 лекци.

Асăннă мероприятисем вăхăтĕнче хулиганла ĕç тунă 10 çамрăка тупса палăртнă, вĕсенчен пĕри – шкул ачи, иккĕшĕ училищĕре вĕренекенсем, çиччĕшĕ – ниçта та вĕренмеççĕ-ĕçлемеççĕ.

Юлашки вăхăтра алкоголизм чирĕ çамрăкланса пыни те хытах шухăшлаттарать. Кăçал, акă, обществăлла вырăнта ÿсĕр çÿренĕшĕн 26 çамрăка административлă явап тыттарнă. Ачисене пăхассине кирлĕ пек пурнăçламаншăн, тĕрĕс воспитани пама тăрăшманшăн 23 ашшĕ е амăшĕ тĕлĕшпе ĕç пуçарнă, ку иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, çичĕ тĕслĕх ытларах. 16 çынна ашшĕ амăшĕн прависĕр хăварнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 июля 2005
00:00
Поделиться