Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çуллахи программа пуян

Йывăр ĕç кунĕ хыççăн ушкăнпа канма аван. Çакна шута илсех ĕнтĕ Санарпуçĕнчи культура çуртĕнче тимлекенсем çуллахи вăхăтра чылай интереслĕ мероприятисем ирттерме палăртнă.

Нумаях пулмасть Çĕньял Хапăсри тата Санарпуçĕнчи купăсçăсемпе такмак ăстисем «Выля, хуткупăс, янра, такмак» кану каçне пуçтарăнчĕç. С.Давыдова тата С.Цыганов купăсĕсене тăсса ярса халăха илемлĕ кĕвĕсемпе тыткăнларĕç. А.Андреевапа Т.Семенова та хăйсен юрри-такмакĕсемпе чылайччен савăнтарчĕç.

Маларах кунта ĕçлекенсем уравăшсемпе тĕлпулу каçĕ йĕркеленĕччĕ. Пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашни çеç мар, вăл вăйă-кулăпа, юрă-кĕвĕпе, шÿтпе пуян пулчĕ.

Июлĕн 12-мĕшĕнче пулăçсен кунне ирттертĕмĕр. Конкурссемпе викторинăсене, вăйăсене ял ĕçченĕсем активлă хутшăнчĕç.

Çуллахи вăхăтра ялта çамрăксем уйрăмах йышлă. Вĕсен канăвне усăллă йĕркелесси те – пирĕн тивĕç. Çавăнпах ĕнтĕ кану каçĕсене ытларах ирттерме тăрăшатпăр.

Аслă ăрури çынсене те манмастпăр. Нумаях пулмасть агитбригада, библиотека заведующийĕ М.Горшкова тата участокри ветеринари врачĕ Б.Леонтьев хутшăннипе, Санарпуçĕнчи ватăсен çуртĕнче пулчĕ. Кăмăллă калаçу, юрă-ташă, шÿт кунта пурăнакансен чунне самаях ăшăтрĕç.

Ял администрацийĕ пулăшнипе культура çуртне тата ун çывăхĕнчи территорие тирпей-илем кĕртес енĕпе нумай тăрăшрăмăр. Сăрă ĕçĕсем чылай пурнăçларăмăр. Çуркунне йывăçсем, чечексем, декоративлă ÿсентăрансем лартрăмăр, газонсем турăмăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
21 июля 2005
00:00
Поделиться
;