Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕç - пурнăç тыткăчи

Паянхи кун халăха ĕç укçине вăхăтра тÿлессине право йĕркин хуралçисем çирĕп асăрхаса-тĕрĕслесе тăраççĕ. Анчах та унăн шайĕ пĕчĕк пулнипе нумайăшĕ пĕр вырăнта тĕпленсе ĕçлеймест. Пысăк шалу шыраса ют регионсене тухса каякансен йышĕ ÿсрĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центрта учетра тăракансем те сахалăнах мар – пурĕ 258-ăн, çав шутран 134-шĕ – ялсенчен.

Центр ертÿçи Римма Евсеева пĕлтернĕ тăрăх, кăçал çулталăк пуçланнăранпа 526 çынна вырнаçтарма май килнĕ. çав шутран 299-шĕ - çула çитмен çамрăксем. Вун пиллĕк çынна республика тулашĕнчи предприяти-организацисенче ĕç тупса панă. 35-шне вара центр урлă вĕренсе янă.



"Çĕнтерÿ çуле"
21 июля 2005
00:00
Поделиться
;