Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хуçалăх ĕçченĕсене хавхалантарнă

Иртнĕ эрнере «Знамя» ял хуçалăх кооперативĕн пуçлăхĕ Вячеслав Иванович Васильев хуçалăхри ĕçченĕсене лайăх тăрăшнăшăн саламланă. Малалла ĕçлеме хавхалантарса Çамрăксен театрĕнчи артистсене чĕнсе илнĕ. «Вăрманта юлнă çамрăклăх» спектакле курма хуçалăх ĕçченĕсем çеç мар, ял халăхĕ те пуçтарăннă. Куракансене, уйрăмах, Светлана Савельева, Юлия Степалова, Валентина Музыкантова пултарулăхĕ тĕлĕнтернĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
21 июля 2005
00:00
Поделиться
;