Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пĕр кунта – вунпĕр туй

Район администрацийĕн загс пайĕн пуçлăхĕ Алевтина Степанова пĕлтернĕ тăрăх, пĕр кунта çакăн чухлĕ çемье чăмăртанни тахçанах пулман. Иртнĕ шăматкун вара Вăрнар тăрăхĕнче харăсах вунпĕр çĕрте туй кĕрленĕ. çак кун Кивĕ Мĕлĕшре Максимовсен, Вăрнар поселокĕнче Александровсен, Васильевсен, Тимофеевсен, пелевинсен, Ершепуçĕнче Курманинсен, Кÿстÿмĕрте Федоровсен, Рункăра Ильинсен, Мăньял Хапăсра Федоровсен, Уйкас Явăшра Артемьевсен, Çĕрпелте Федьковсен çĕнĕ çемйисем çуралнă.

Пурнăç çулĕ – анлă çул. Загс пайĕн пуçлăхĕ Астепанова «мăшăр кăвакарчăнсене» пĕрлешни çинчен калакан свидетельствăна панипе пĕрлех ĕмĕр тăршшĕпех килĕшÿре, юратура, татулăхра пурăнма, çĕршыва юрăхлă ачасем çуратса ÿстерме ăнăçу суннă.



"Çĕнтерÿ çуле"
21 июля 2005
00:00
Поделиться
;