Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Санарпуç ял администрацийĕн пуçлăхĕ ĕçре те маттур, спортра та хастар

Иртнĕ шăматкун Йĕпреç районĕнче патшалăх влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен IV спартакиадине иртнĕ, унта пĕтĕмпе 40 ытла команда хутшăннă.

Ăмăртăва уçнă май ЧР Президент Администрацийĕн руководителĕ – культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министрĕ Петр Краснов спартакиадăра вăй виçекенсем – сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем - çулсеренех хушăнса пынипе палăртнă. ЧР Физкультурăпа спорт министрĕ Вячеслав Краснов та командăсене стартсенче ăнăçу суннă.

Ăмăртăва хутшăнакансем патшалăх шайĕнчи çивĕч ыйтусене татса пама кăна мар, спортра та пысăк çитĕнÿсем тума пултарнине çирĕплетсе панă. Вĕсем хутăш эстафетăра, триатлон енĕпе тата автомашинăпа фигурăсем туса ярăнассипе тупăшнă. Çавăн пекех çак кун мини-футболăн финал вăййисем иртнĕ, унта зонăсенче çĕнтерсе мала тухнă командăсем вăй виçнĕ.

Вăрнар район администрацийĕн команди те спартакиадăна çулленех хутшăнать. Кăçал ăна район пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Григорий Игнатьев ертсе пынă. Вăл «автомобилистсен» ăмăртăвĕнче япăх мар результат кăтартнă. Спортăн ку енĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хушшинче канашсем пуринчен маттур пулнă, хутăш эстафетăра та вĕсемех çĕнтернĕ.

Триатлон (чупасси, шывра ишесси, велосипедпа ăмăртасси) енĕпе вара вăрнарсене çитекен пулман. Санарпуç ял администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Владимиров ку енĕпе чи лайăх результат кăтартнă, Дипломпа кубок çĕнсе илнĕ.

Кулинари ăстисен конкурсĕ те кăсăклă иртнĕ. Вăрнарсем унта хăйне евĕрлĕ блюдăсем тăратнă: «Деликатес» какай, ăшне пахча-çимĕç тултарнă «Чĕлхене çăтса ямалли» икерчĕ, «Чемпион» салат, «Сывлăх», «Çĕкленÿллĕ кăмăл» тата «Чуна уçăлтаракан» пылак шывсем тăратнă. Ку енĕпе мала тухайман пулин те жюри вăрнарсен апат-çимĕçне пысăк хак панă.



"Çĕнтерÿ çуле"
21 июля 2005
00:00
Поделиться
;