Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пĕрлешсе ĕçлени пĕлтерĕшлĕ

Çемье статусне ÿстерес, амăшлăхпа тата ачалăхпа çыхăннă ыйтусене татса парас, йывăр шăпаллă çемьсене пулăшас тĕлĕшпе район администрацийĕн ĕçлев, социаллă пурнăç тата демографи политикин пайĕпе хĕрарăмсен районти канашĕ çулсерен тĕрлĕ тĕллевлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн «Амăшлăха сыхлас енĕпе хушма мерăсем йышăнасси çинчен» указне, «Чăваш ен ачисем», «Амăшĕпе ачин сывлăхне сыхласси», «Сывă ачасем» программăсене пурнăçа кĕртсе курăмлă ĕçсем тăваççĕ. Çулсеренех, акă, Амăшĕн кунĕ тĕлне пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв каçĕсем йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Чи савăнтараканни - çак ĕçе районти мĕнпур культура учрежденийĕсем те хутшăнни. Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна халалласа «Ырă тума васкăр» ыркăмăллăх марафонĕ йывăр шăпаллă, йышлă, ăнăçсăр çемьесенче çитĕнекен, тăлăх, инвалид ачасене пулăшма май парать. Сахал тупăшлă çемьесенчи ачасене çулсеренех лагерьсенче канса сывлăхĕсене çирĕплетме тÿлевсĕр путевкăсемпе тивĕçтереççĕ...

Анчах та, шел, пирĕн хушăра социаллă ăнăçсăр çемьесен шучĕ чакмасть-ха. Патшалăх кунашкаллисене хăй хÿтлĕхне илет, тĕрлĕ енлĕн пулăшма тăрăшать, апла пулин те чылайăшне çак путсĕр авăртан туртса кăларма май килмест. Паянхи куна, акă, районта 120 ăнăçсăр çемье. Вĕсенчен 98-шĕнче ашшĕ-амăшĕ ĕçкĕ авăрне путнă, виççĕшĕнче ачисем «симĕс çĕленпе» туслашнă. Çавăн пекех 92 çемьере час-часах харкашу, вăрçă-харçă хуçаланать. Пиллĕкĕшĕ тÿрĕ çултан пăрăнма пултаракансем шутланаççĕ. 21 çемьере вара ачисем çине алă хума та именмеççĕ, пĕр сăлтавсăр хĕнеççĕ-ватаççĕ, тăваттăшĕнче – ашшĕне амăшне саккунпа явап тыттарнă.

Район администрацийĕн ĕçлев, социаллă пурнăç тата демографи политикин пайĕн тĕп специалисчĕ, хĕрарăмсен районти канашĕн председателĕ Ирина Григорьевна Смолина пĕлтернĕ тăрăх, кăçал çак çемьесенче пулса ашшĕ-амăшĕсемпе тата вĕсен ачисемпе калаçусем ирттернĕ, вĕсем мĕншĕн çак лару-тăрăва кĕрсе ÿкнине тата унтан еплерех «çăрăлса» тухмаллине тишкернĕ. Тĕрĕссипе, социаллă хÿтлĕх пайĕнче тимлекенсем, районти тĕп педиатр, вĕрентÿ управленийĕн ĕçченĕсем, шалти ĕçсен районти пайĕн çула çитмен ачасемпе ĕçлекенсем, ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем кунашкал çемьесене тăтăшах çитеççĕ, вĕсен пурнăç условийĕсене, ачисене воспитани парассине тĕрĕслесе-асăрхасах тăраççĕ, уйрăмах нуша тÿсекен, ашшĕ-амăшĕн «патакне» час-часах çиекен ачасене тупса палăртаççĕ. Кăçал кунашкал вунă ачана çемьери тамăкран хăтарнă, интернат учрежденийĕсене вырнаçтарнă.

Асăннă çемьесенчи ачасем уйрăмах тÿрĕ çултан хăвăрт пăрăнма пултараççĕ. Çавăнпа та çула çитмен çамрăксемпе тимлекен комисси вĕсемпе çирĕп ĕçлет. Кăçал, акă, çулталăк пуçланнăранпа çула çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комисси тăватă ăнăçсăр çемьене тупса палăртнă. Çур çулта административлă йĕркене пăснă 23 тĕслĕхе шута илнĕ, вĕсенчен вун пиллĕкĕшĕ - ашшĕ-амăшĕ ачисене тивĕçлипе пăхманнипе, тĕрĕс воспитани парасси çине алă сулнипе, пĕри – 18 çул тултарман çамрăк обществăлла вырăнта эрех ĕçнипе, ултăшĕ - ÿсĕр çÿренипе, тепĕр тĕслĕхĕ çула çитмен çамрăка алкогольлĕ шĕвек ĕçтернипе çыхăннă.

Ку, паллах, çÿлерех асăннă çемьесен кăна мар, пĕтĕм обществăн йывăрлăхĕ. Çак çивĕч ыйтăва социаллă хÿтлĕх, вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн, культура, милици ĕçченĕсем кăна мар, мĕнпур халăх пĕрлешсе ĕçлесен, пулăшсан кăна татса пама пулать. Пирĕн хушăра кунашкал çемьсем сахал мар, анчах та вĕсенчи йывăр лару-тăрăва эпир курмăш тăватпăр. Курман-илтмен – пĕр сăмах. Енчен те çемьери вăрçă-харкашу инкекпе вĕçленсен; Е тата  выçăллă-тутăллă пурăнакан ачасем ют пурлăха тустарма тытăнсан; Айăпне камра шырамалла пулĕ-ши – ăссăр ашшĕ-амăшĕсенче, çемьерех тамăк куракан ачисенче е пирĕн чунсăрлăхра;..



"Çĕнтерÿ çуле"
28 июля 2005
00:00
Поделиться
;