Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вырма умĕнхи семинар-канашлу

Тыр-пул пуçтарса илесси çанталăкран нумай килет. Çак яваплă тапхăра маларах хатĕрленес тата вăхăтра ирттерес тĕлĕшпе утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче Карл Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕнче семинар-канашлу пулчĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ А.И.Кузьмин, ял хуçалăх управленийĕн специалисчĕсем, хуçалăх ертÿçисем, тĕп агрономĕсемпе инженерĕсем пуçтарăнчĕç. Ку хуçалăхра пуçтарăнни ахальтен мар. Çавалкассем яланах вăйлисен шутĕнче пыраççĕ. Акă, мĕн каларĕ пире ял хуçалăх управленийĕн тĕп зоотехникĕ Г.Романов: «Пур хуçалăх та Карл Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕнчен тĕслĕх илсен, пирĕн район пысăк çитĕнÿсем тăвĕ».

Семинар-канашлăва уçнă май ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ С.Павлов семинар-канашлăвăн кĕске программипе паллаштарчĕ. Çавалкассем вырмана еплерех хатĕрленсе кĕтсе илнине хуçалăх пуçлăхĕ В.Шумилов каласа пачĕ.

- Пирĕн кăçал 68 гектар ыраш, 364 гектар çурхи тулă, 315 гектар урпа пуçтарса кĕртмелле. Çавăн пекех эпир 50 гектар çĕр улми лартнă. Выльăх апачĕ хатĕрлессипе тимлĕ ĕçлетпĕр. 300 тонна утă (виçсе пĕтерейменнисем те пур) хатĕрленĕ, 2229 тонна сенаж, 932 тонна силос хывнă. Силос хатĕрлеме тата 50 гектар кукуруз уйĕ ешерет.

Чи малтанах семинар-канашлăва хутшăнакансем фермăна çул тытрĕç. Унта ферма пуçлăхĕ Е.Григорьева хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе хаваспах паллаштарчĕ. Çавăн пекех анчахрах туяннă сĕт упрамалли холодильник кăтартрĕ.

Фермăран тÿрех йĕтем енне утрăмăр.

- Вырмана тухма 6 комбайн хатĕр. Çав шутран виçĕ Дон, виçĕ Нива. Пĕр комбайнне кăçал çуркунне туянтăмăр. «Дон-101 - Вектор» комбайнпа ĕçлеме А.Федорова шанса патăмăр. Вăл 14 çул çак енпе вăй хурать,- пĕлтерчĕ хуçалăх ертÿçи В.Шумилов. Хуçалăхăн тĕп инженерĕ Р.Юсупов комбайнсене юсамалли çăмăл мелсем кăтартрĕ. Хуçалăх пуçлăхĕсем тимлесе пăхса тăчĕç, ку меслетпе хăйсем те усă курассине палăртрĕç.

Ял хуçалăх управленийĕн тĕп инженерĕ В.Никифоров палăртнă тăрăх, Карл Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕнче комбайнсем вырмана хатĕр. Анчах та хастар ĕçре инкек пулассинчен сыхланма ыйтрĕ, тимлĕ пулмаллине палăртрĕ.

Семинара хутшăннисем йĕтем çинчен тырă хумалли тата вăрлăх упрамалли складсене кĕрсе курчĕç. Чăн та, хуçалăхсенче вырмана хатĕрленес ĕç кал-кал пырать. Анчах та кĕрхи тырăсем акма çĕр хатĕрлессине те манмалла мар. Çавна май ял хуçалăх управленийĕн тĕп агрономĕ А.Борисов сăмах илчĕ. Кашни кун пĕр трактор та пулсан сухаламаллине палăртрĕ.

Канашлу хĕрсе кайнă май районти вăрлăх инспекцийĕн пуçлăхĕ А.Харитонова тухса калаçрĕ. Вăл вăрлăха çĕнĕ тырăран хатĕрлемеллине аса илтерчĕ. Çавăн пекех 5374 центнер тырра улăштарса çĕнетнине пĕлтерчĕ. Чăн та, хуçалăхсенче пуçтарса илнĕ тырра ăçта ăсатас ыйту тухса тăрать. Вăрнарти «Чувашхлебопродукт» директорĕ Л.Николаев пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем пасар хакĕпе ĕçлеççĕ. Анчах та паянхи куна çирĕпленнĕ хак çуккине палăртрĕ.

Лайăххи хыççăн япăххи, теççĕ ваттисем. Ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ С.Павлов районти сĕт суса илесси чакнине палăртрĕ (- 89,7 процент). Çапах та аш хатĕрлесси вара планран иртнĕ (104 процент). Вăл хуçалăх пуçлăхĕсене сĕт суса илессине ÿстерме ыйтрĕ, хастартарах ĕçлесен çитĕнÿсем пулассине шантарчĕ.

Пĕтĕмлетÿ сăмахне район администрацийĕн пуçлăхĕ А.И.Кузьмин каларĕ. Тыр-пул пухса кĕртнĕ çĕре хутшăнакан кашни çыннах вырмара ăнăçу сунчĕ.

- Эпĕ Карл Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативне килнĕ чухне çул хĕрринчен тырăсене пăхса пытăм. Тем пек шалкăм çумăрсем пулчĕç пулин те вĕсем ÿкмен. Апла пулсан вĕсене удобренипе лайăх тăрантарнă. Çавăн пекех «Янгорчино», «Победа», «Знамя», «Искра», «Броневик», «Санары», Аш-какай комбиначĕ, Карл Маркс ячĕллĕ тата ытти хăшпĕр хуçалăхсенче уйра лайăх тырă çитĕнтереççĕ. Çитĕнÿсем туни пире савăнтарать. Тăрăшса ĕçлекенсене хавхалантарма 180 пин тенкĕ уйăртăмăр. Ноябрь уйăхĕнче хуçалăхри чи маттур ĕçченсене парнесем парса чыслăпăр. Апла пулсассăн малалла лайăх ĕçлер, инкексем ан пулччĕр тесе сыхланар, кая юлнă хуçалăхсене пулăшса пырар.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 июля 2005
00:00
Поделиться
;