Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатаççĕ

Çемье хăйĕн кил-çурчĕ пулсан чăннипех те тĕреклĕ, тулли, çирĕп. Ахальтен-и, пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне татса парасси – халăхăн тĕп ыйтăвĕ шутланать. Юлашки çулсенче чылайăшĕ пурнăç условийĕсене ипотека кредичĕпе, патшалăхăн тавăрса памалла мар субсидийĕпе усă курса лайăхлатма пултарчĕ. Ялăн социаллă пурнăçне 2010 çулччен аталантарасси çинчен калакан федераллă программа йĕркипе кăçал çулталăк пуçланнăранпа 13 çемье субсиди илнĕ. Укçа хисепĕ пĕр миллион та 75 пин те 600 тенкĕпе танлашнă. Çак кунсенче тата вунă çемье патшалăхăн тавăрса памалла мар субсидине илĕ.

Çакна та каласа хăвармалла. Юлашки çулсенче çынсем ялта ытларах çурт-йĕр çавăрма тытăнчĕç. Район администрацийĕн капиталлă строительство пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи çур çулта 28 çемье çĕнĕ пÿрте пурăнма куçнă. Хута янă уйрăм çуртсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 8 пин тăваткал метрпа танлашать.



"Çĕнтерÿ çуле"
01 августа 2005
00:00
Поделиться
;