Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Химик» малта пырать

Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн «Химик» команди республикăра лидерсен шутĕнче пулнă. Пысăк тăхтав хыççăн паянхи йыш унăн ят-сумне каллех çĕклеме пултарчĕ, юлашки çулсенче вăл футбол рейтингĕнче чăннипех те тивĕçлĕ вырăн йышăнчĕ.

Вăйлисен шутне кĕрсе çирĕплениччен чылай «тар тăкма» тивнĕ футболистсен. Кулленхи тренировкăсем, турнир хыççăн турнир... - çакă ĕнтĕ çитĕнÿ патне  ăнтăлса «такăрлатнă» çăмăлах мар çул-йĕр. Пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ вĕсем аслă дивизионра выляççĕ. Виçĕмçул республика чемпионĕсем пулса тăнăччĕ. Пĕлтĕр вара Чăваш ен Кубокне çĕнсе илме пултарчĕç.

Кăçал та «Химик» ăнăçлă вылянине палăртма кăмăллă. Республикăри футбол чемпионачĕн аслă дивизионĕнче тупăшакан командăсем халĕ иккĕмĕш çаврăмри вăйăсене выляма тытăннă ĕнтĕ. Ку çаврăмри пĕрремĕш матча «Химик» çĕнтерÿпе вĕçленĕ, «Спутникрен» икĕ очко выляса илнĕ. Çапла вăл халĕ чи малта пыракан  команда - унăн пĕтĕмпе 26 очко. Шупашкарти «ЗЭИМ-Лайнăн» пĕр очко кăна сахалтарах, Етĕрнери «Рубинăн» - 23 очко.



"Çĕнтерÿ çуле"
01 августа 2005
00:00
Поделиться
;