Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Ылтăн мăшăр» конкурса та хутшăнсамăр

Ку конкурс вара аслă ÿсĕмри мăшăрсем валли. Ăна Чăваш Республикинчи «Раççей Социаллă Тĕрĕслĕх союзĕ» пĕрлешĕвĕ, «Тимлĕх» обществăлла юхăм Ватăсен кунне халалласа йĕркелеме йышăннă. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ - ăрусен ырă йăлисене упраса хăварасси, аслă ÿсĕмри çынсене хисеплеме хăнăхтарасси, ватăсене ытларах тимлĕх уйăрасси.

Конкурса тивĕçлĕ канăва тухнă мăшăрсем хутшăнма пултараççĕ. Вăл виçĕ тапхăрпа иртет. Конкурсантсен çыру-заявкăра ят-шывне, килти адресне, çыхăнмалли телефонсене палăртнисĕр пуçне пĕрле миçе çул пурăннине, ачисемпе мăнукĕсене, мăнукĕсен ачисен шутне кăтартмалла, çемйи çинчен каласа памалла (пичетленĕ икĕ листаран ытларах пулмалла мар). Çемьене сăнлакан ÿкерчĕксем тăратсан тата аванрах.

Çĕнтерÿçĕсене тĕрлĕ номинацисемпе палăртаççĕ. Вĕсене октябрĕн 1-мĕшĕнче - Ватăсен кунĕнче - чыслаççĕ.

Район администрацийĕн ĕçлев, социаллă пурнăç тата демографи политикин пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, конкурса хутшăнма темиçе çемье документсене тăратнă ĕнтĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
01 августа 2005
00:00
Поделиться
;