Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Шывăн турачĕ çук

Çуллахи ăшă кунсенче ача-пăча та, çитĕннисем те шывран тухма пĕлмеççĕ. Анчах та асăрханулăх çинчен часах манаççĕ. Акă июлĕн 25-мĕшĕнче Мăньял Хапăсри Тукас урамĕнче пурăнакан вунă çула çитмен виçĕ арçын ача анкарти хыçĕнчи пĕве хĕрринче урасемпе шăмпăлтаттарса ларнă. Вăйăран вăкăр тухать тесе ахальтен каламаççĕ çав. Тăхăр çулхи А., вырăнтан шуçса кайнă та тÿрех шыва кĕрсе ÿкнĕ. Юрать-ха, инçех те мар касу пăхакансем пулнă. Касуçăн ултă çулхи хĕрĕ ача шыва ÿкнине асăрхасан тÿрех амăшне пĕлтернĕ. Галина Воробьева, страхлакан агентра ĕçлекенскер, мĕнпур вăйне пухса ачана çăлма ыткăннă. Шыв ĕçсе тултарнă А.-на тарăн пĕверен туртса кăларса пĕрремĕш пулăшу панă. «Васкавлă пулăшу» çитиччен арçын ача тăна кĕнĕ.

Республикипе илсен, акă, кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 49 çын путса вилнĕ, вĕсенчен улттăшĕ – ачасем. Вăхăтра пулăшу парса çирĕм улттăшĕн пурнăçне çăлса хăварнă.

Шывăн турачĕ çук.



"Çĕнтерÿ çуле"
01 августа 2005
00:00
Поделиться
;