Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çул çинчи пилĕк виле

Усал хыпар утпа çÿрет. Иртнĕ шăматкунпа вырсарникун районти çулсем çинче пулнă хăрушă икĕ инкек пирки калаçнине халĕ пур çĕрте те илтме пулать - ÿсĕр водительсен айăпĕпе тăватă хĕр ача пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Синкерлĕ вĕçленнĕ пĕр-пĕринпе çыхăнман çак ĕçсем ултă сехет хушшинче пулса иртнĕ.

Шăматкун, каçхине сакăр сехет иртсен, «Вăрнарти йывăç комбиначĕ» акционер обществин хапхинчен ЗИЛ-130 автомашина кĕрлеттерсе тухнă. Руль умĕнче ниçта та ĕçлемен çирĕм пиллĕкри С.Филиппов ларса пынă. Тĕрĕссипе, унăн водитель прави те пулман. Ку кăна мар, çакăн пек машина çине вăл пĕрремĕш хут кĕрсе ларнă. Вăл машинăна территорирен вăйпа, хуралçăпа хирĕçсе-тытăçса илсе тухса кайнă. Тепĕр темиçе минутран машина Ленин урамĕнчен Луговая урамалла пăрăнма пуçланă. Анчах С.Филиппов хăватлă техникăна итлеттереймен - çул хĕррипе пынă çынсен ушкăнĕ çине кĕрсе кайнă, улттăшне те аяккалла вăркăнтарнă. Çирĕм пиллĕкри Наталья Иванова çавăнтах вилсе кайнă, тăваттă та тултарайман Елена Краснова пурнăçĕ больницăна илсе çитериччен татăлнă. Вĕсем иккĕшĕ те пĕр тăвансем. Йывăр суранланса пĕтнĕ ытти хĕрачасене районти тĕп больницăна ăсатнă.

Водитель инкек пулнă вырăнтан тарса çухалнă машинăна поселокри Гагарин урамĕнче, пасар çывăхĕнче, пăрахса хăварнă. Тепĕр талăкран милици ĕçченĕсем ăна тытса чарнă.

Вăрнарта пулнă инкекре аманса пĕтнĕ хĕр ачасен пурнăçне çăлса хăварассишĕн районти тĕп больницăн тухтăрĕсем çĕрĕпе лăш курман. Анчах вырсарникун ирхине каллех çул çинче инкеке лекнĕ тата икĕ хĕр ача пурнăçĕшĕн кĕрешме лекнĕ.

Çурçĕр иртни икĕ сехетре Вăрманкас – Вăрнар çул çинче тепĕр хăрушă ĕç пулнă: Вăрманкасри дискотекăран Пăртаса таврăнакан тăватă хĕр ачана автомашинăпа çапса хăварнă. Иккĕшĕн - вун тăххăрти Марина Викторован тата вун саккăрти Олеся Романован – пурнăçĕ татăлнă. Вĕсен икĕ тантăшне каярахпа районти тĕп больницăна ăсатнă. Пăртас хĕрĕсене таптанă водитель те, вĕсене пулăшу парас вырăнне, инкек пулнă çĕртен тарнă.

Водителе, чăн та, милици ĕçченĕсем çав кунах тытса чарма пултарнă. Вăл – Вăрнар поселокĕнче пурăнакан çирĕм виççĕри Е.Трофимов, «Вурнарыдорстрой» акционер обществин водителĕ. Иккен, çакскер хĕрсене предприятин «ГАЗель» автомашинипе çапса хăварнă, çав вăхăтра унпа пĕрле тата çичĕ çамрăк ларса пынă. Ирĕксĕрех ыйту тухса тăрать: юн юхтарса выртакан хĕрсене курсан, нивушлĕ вĕсенчен пĕрин чĕринче те хĕрхенÿ туйăмĕ вăранман; Вăхăтра пулăшу панă пулсан, тен, вĕсен пурнăçне çăлса хăварма шанчăк пулнă. Харпăр хăйĕн тирне хÿтĕлесе, çапла, инкекри хĕрсене пăрахса хăваракансене чăн-чăн каччă, арçын тесе калама ниепле те чĕлхе çаврăнмасть. Ытла та намăс! Çĕрле, тĕттĕмре, пире никам та асăрхаман, пур пĕр çăлăнатпăр, тенĕ ĕнтĕ «ГАЗельте» ларса пынисем.

Канмалли кунсенчи çак инкексем умĕн кăшт маларах, июлĕн 27-мĕшĕнче, район территорийĕпе иртекен Калинино-Çĕмĕрле çул çинче тепĕр çын пурнăçĕ татăлнă. Марий-Эл çынни тытса пынă «Шкода» автомашина вашака тÿнсе кайнă, пассажир вилнĕ.

Çапла, пĕр эрнере Вăрнар тăрăхĕнчи çулсем çинче пилĕк çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Çулталăк пуçланнăранпа çулсем çинчи 16 инкекре тăхăр çын вилнĕ.

Хăрушă инкексен сăлтавĕсем паллă. Юлашки çулсенче районта автомашинăсен шучĕ темиçе хут ÿснĕ. Çамрăксем çав тери пысăк хăвăртлăхпа çÿреме юратаççĕ. Уйрăмах такси тата «ГАЗель» водителĕсем, вĕçкĕнленсе, çилпе ăмăртма хăтланаççĕ, çынсен пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Ку кăна мар, саккунсене самаях вăйлатнă пулин те, руль умне ÿсĕрпе ларма кăмăллакансен шучĕ те чакмасть. Çул-йĕр инспекторĕсен те вĕсем тĕлĕшпе çирĕпрех пулмалла. Çул çинче тытса чарнă ÿсĕр водитель – пысăк пуçлăх-и вăл е çывăх юлташ-и, тăван-пĕтен-и – сакун ыйтнă пек явап тыттăр.

Миçе çын çемйине çав тери пысăк хуйхă килсе çапрĕ. Пурнăçăн анлă çулĕ çине тин çеç тăнă çамрăксене - университетăн пĕрремĕш курсне пĕтернĕ Пăртас хĕрĕсене, тепĕр икĕ эрнерен качча тухма хатĕрленнĕ Вăрнар пикине, çавăн пекех тăваттă та тултарайман хĕр пĕрчине – тек ĕнтĕ тавăраймăн. Хĕрсен пурнăçне татса çĕр çăтайми çылăха кĕнĕ ÿсĕр водительсем çын куçĕнчен епле пăхĕç-ши; Тепĕр тесен, вĕсен чунĕ пурах-ши;



"Çĕнтерÿ çуле"
09 августа 2005
00:00
Поделиться
;