Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕçлеме те, канма та пĕлеççĕ

Санарпуç ял администрацийĕн специалисчĕ Г.Харитонова тата библиотека заведующийĕ М.Горшкова йĕркеленипе нумаях пулмасть Çĕньял Хапăсра Тĕп урамăн уявне ирттерчĕç.

Каç пулттипе килти ĕçсене тирпейлесен урам тăваткалне халăх йышлăн пуçтарăнчĕ. Ертсе пыракансем малтанах урам историйĕпе, паллă çыннисемпе паллаштарчĕç. Хыççăнах культурăпа спорт мероприятийĕсем пуçланчĕç. Ташăпа юрă конкурсне «Эмел курăкĕсене мĕнле пĕлетпĕр» викторинăна, спорт вăййисене пурте хапăл тусах хутшăнчĕç. Кĕçĕннисем те аслисенчен юлмарĕç.

Юрлас-ташлас енĕпе уйрăмах Д.Семенов, А.Семенова, Т.Алексеева, Д.Михайлов, Н.Михайлова, О.Алексеева пысăк пултарулăх кăтартрĕç.

Спорт ăмăртăвĕсенче хĕрарăмсем те, арçынсем те хастар пулчĕç. Канат туртас енĕпе, акă, пĕрремĕшсем вăйлăрах пулни палăрчĕ. Кашни конкурс çĕнтерÿçиех парнеллĕ пулчĕ.

Культура çурчĕн художество пултарулăх ушкăнĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕ. Çакăн пек уявсем ирттерни халăх йăли-йĕркине ăрусем валли упраса хăварас тата аталантарас ĕçре пысăк вырăн йышăнать.



"Çĕнтерÿ çуле"
09 августа 2005
00:00
Поделиться
;