Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Феромон капкăнĕсем çакнă

Мăшăр мар пурçăн хурчĕ (непарный шелкопряд) вăрмансене сиен кÿрет. Çавна май ял вăрман хуçалăхĕн специалисчĕсем тĕрлĕ мелпе усă кураççĕ. Акă, Чăмăртак вăрманĕнче (Кĕçĕн Явăшпа Етруккасси Мăрат ялĕсем хушшинче) феромон капкăнĕ лартма тытăннă. Çак ĕçе ял вăрман хуçалăхĕн аслă лесничийĕ Эдуард Петрович Григорьев тата пĕлтĕр мастер пулса ĕçленĕ Мулакасси Мăрат каччи Михаил Николаевич Илларионов пурнăçланă. Вĕсем пурĕ ултă фероман капкăнĕ лартнă, паян-ыран тепĕр тăваттă çакма шутлаççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
09 августа 2005
00:00
Поделиться
;