Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хĕрÿ ĕçре

«Янгорчино» ял хуçалăх производство кооперативĕн кăçал уй-хиртен 600 гектар тыр-пул пуçтарса кĕртмелле. Вăл шутран, ыраш 180 гектар, урпа 220, тулă 170, сĕлĕ 30 гектар.

Малтанхи кунсенче 20 гектар çинчен ыраша Андрей Моисеевпа Николай Убаков механизаторсем «ЖРБ-42» жаткăпа çулнă. Çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче çак тырра «Дон-1500» комбайнсемпе Александр Раковпа Леонид Леонидов тата «Нивăпа» Владимир Кириллов пуçтарса çапса илнĕ. Тухăç гектартан 30 центнер тухнă. Комбайнерсем тыр-пула малалла     тÿрремĕн вырма тытăннă.

Тырă турттарас ĕçре Юрий Леонидов, Виталий Няга водительсем хастар ĕçлеççĕ. Хуçалăх ĕçченĕсем уйран килнĕ тыр-пула йĕтем çинче тирпейлесе, типĕтсе кĕлете кĕртеççĕ, вăрлăхне те хатĕрлеççĕ. Улăмне те çийĕнчех урасене хываççĕ. Ку ĕçре иккĕмĕш тата тăваттăмĕш бригадăсем вăй хураççĕ. Павел Ефремов, Геннадий Григорьев механизаторсем стогометательсемпе ăста ĕçлени куçкĕретех. Тыр-пула пуçтарса илекенсене Надя Пыркина, Люда Падирекова, Таня Владимирова поварсем техĕмлĕ апат çитереççĕ.

Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх валли çителĕклĕ апат пултăр тесе утă, сенаж хатĕрлеççĕ. Курăка сенаж валли «Дон-680» комбайнпа Геннадий Семенов çулать. Ешĕл массăна Борис Горбунов, Сергей Игнатьев, Владимир Игнатьев водительсем траншейăсене турттарса тăраççĕ. Таптаса пусăрăнтарнă çĕртре Николай Никифоровпа Владимир Гаврилов механизаторсем тимлеççĕ. Олег Николаевпа Геннадий Хохлов трактористсем утă преслаççĕ.

Хуçалăхра кĕрхи тырăсем акма 100 гектар çĕр хатĕрленĕ. Çак кунсенче 20 тонна ирхи çĕр улми кăларса сутма ăсатнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
09 августа 2005
00:00
Поделиться
;