Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хурт-хăмăр ăстисен канашлăвĕ

Семинар çурла уйăхĕн иккĕмĕшĕнче Вăрнарти 29-мĕш професси училищинче иртнĕ. Канашлăва хурт-хăмăр ĕрчетекенсем çинчен фильм кăтартнипе пуçланă. Чи малтанах пухăннисем умĕнче училище директорĕ Н.Васильев тухса каланă. Вăл вĕренÿ заведенийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тата кунта мĕнле специалистсем хатĕрленипе паллаштарнă.

Кĕçех пыл хурчĕсене хĕле хатĕрлемелли вăхăт çитет. Çавна май Вăрнар районĕнчи хурт-хăмăр ĕрчетессипе ĕçлекен зоотехник И.Федоров ку енĕпе кĕркунне туса ирттермелли мероприятисем çинчен каласа кăтартнă. Пыл хурчĕсен час-часах тĕл пулакан чирĕсем тата вĕсемпе кĕрешмелли мелсем пиркиех районти ветлаборатори заведующийĕ Е.Анисимова тухса калаçнă.

Çак кун çавăн пекех хурт-хăмăр ăстисен конкурсĕ те иртнĕ. Унта та тупăшнă. Жюрие канашлăва хутшăнакансенчен суйланă. Отиккăвă ялĕнчи С.Ерлыгинăн, Вăрнарти И.Федоровăна, Çĕрпелти Ю.Максимовăн пылĕсем пуринчен те пахалăхлăрах пулнине палăртнă. Кăтартуллă ĕçленĕшĕн вĕсене хаклă парнесемпе чысланă.



"Çĕнтерÿ çуле"
09 августа 2005
00:00
Поделиться
;