Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ыттисемшĕн ырă тĕслĕх

Пысăках мар Кивĕ Мĕлĕш ялĕнче спортпа интересленекен çамрăксем чылай. Алексей Данилов вара ыттисенчен палăрарах тăрать. Кивĕ Мĕлĕшре вĕреннĕ чухне вăл тăван шкул чысне тĕрлĕ ăмăртусенче хÿтĕлерĕ, çÿле çĕклерĕ.

Алексей спортăн чылай тĕсĕпе интересленет, анчах та чуна çывăхраххи - çăмăл атлетика. Ахальтен-и, ку енĕпе тивĕçнĕ грамотăсемпе дипломсем унăн темиçе те.

Иртнĕ çуркуннехи ăмăртура вăл спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне кăшт çеç тултарайман. Çапах кăмăлĕ хуçăлман унăн: «Ку хутĕнче норматива пурнăçлаймарăм, тепрехинче яла кандидат мар, спорт мастерĕ пулса таврăнăп»,- тет вăл шÿтлесе.

Виççĕмĕш çул ĕнтĕ Алексей техникумра пĕлÿ пухать, унта, районта иртекен спорт мероприятийĕсене тăтăшах хутшăнать.

А.Даниловăн спортри пултарулăхĕ пирки пĕртте ÿстерсе каламастăп. Çак каччăпа тăванĕсем çеç мар, ял-йыш та тивĕçлипех мухтанать. Çитĕнекен ăрушăн вăл – чăн-чăн тĕслĕх.

Хăйĕн малашнехи пурнăçне Алексей спортпа çыхăнтарасшăн. Спортсăр эпĕ пĕр кун та пурăнаймастăп»,- тет вăл.



"Çĕнтерÿ çуле"
09 августа 2005
00:00
Поделиться
;