Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Коллеги ларăвĕнче

Эрнекун Кивĕ Мĕлĕшре иртнĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕнчи  коллегин черетлĕ ларăвĕнче паянхи куншăн çивĕч виçĕ ыйту пăхса тухрĕç. Вĕсем: ял администрацисен пуçлăхĕсемпе налук инспекци ĕçченĕсен налук пуçтарассипе пĕрлешсе тимлесси* ял администрацийĕсен, шалти ĕçсен тата прокуратура органĕсен урă пурнăç йĕркине туса хурас тата алкоголизма асăрхаттарас ĕçри вырăнĕ* хĕллехи хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленсе ирттересси.

 

Налуксене вăхăтра тÿлемелле

Ларăва уçнă май, район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин кăçалхи çур çулта вырăнти бюджет йывăррăн пурнăçланнине, налуксем тÿлесси чакнине палăртрĕ. Кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче район бюджетне пĕтĕмпе 17 миллион та 263 пин тенкĕ тупăш пырса кĕнĕ. Вăл шутран 12 миллион та 59 пин тенки - налуксенчен илнĕ тупăш.

Федерацин налук службин Чăваш енри управленийĕн Вăрнар районĕнчи 3-мĕш номерлĕ инспекцин пай пуçлăхĕ Ирина Семенова налук хывасси ялсенче иртнĕ çулхи шайран чакнине пĕлтерчĕ. Уйрăм çынсенчен налук пухасси йывăр. Çур çулта физически сăпатра тăракансенчен пурлăхшăн 220 пин тенкĕ налук пуçтармалла пулнă, плана вара 36,8 процент çеç пурнăçланă. Çĕр налукне палăртнинчен ытларах пухнă - 1 миллион та 62 пин тенкĕлĕх.

Налук тÿлени экономика аталанăвĕн тĕп тĕкĕрĕ, тесе ахальтен каламаççĕ. И.Семенова çĕр тата пурлăхран илекен налук - 100 проценчĕпех, физически сăпатра тăракансен тупăшĕнчен илекен налук - 40, пĕрлехи ял хуçалăх налукĕ - 45, çăмăллатнă тытăмпа усă курнипе илекен пĕрлехи налук 90 процент район бюджетне пырса кĕнине аса илтерчĕ. Çавăнпа та вăл ял администрацийĕсен пуçлăхĕсене налук пуçтарассипе пĕрлешсе ĕçлеме ыйтрĕ. Кунсăр пуçне Ирина Леонидовна хăш-пĕр хуçалăхсем çĕршĕн тата физически сăпатра тăракансен тупăшĕнчен илекен налуксене тÿлеменнине асăнчĕ. Çавăн пекех уйрăм çынсенчен пурлăхшăн тата çĕршĕн илекенсен ставкипе паллаштарчĕ, ыйтусем çине хуравларĕ.

Хăйсем патĕнче налук пуçтарассипе мĕнлерех ĕçлени пирки ял администрацийĕсен пуçлăхĕсене те итлерĕç. Тамара Алексеева каланă тăрăх, Тăвальушкăнь Ялтăрара иртнĕ çулхи налуксене пĕтĕмпех тÿлесе татнă. Кăçал пĕтĕмпе 25 пин тенкĕлĕх пуçтармалла, çав шутран 13 пинĕшĕ - пурлăхран илекен, 12 пинĕшĕ çĕр налукĕсем. Паянхи куна 3 пин те 500 тенкĕ кăна пухнă. Ял администраци ĕçченĕсем извещенисене килĕрен салатса çÿреççĕ.

Кульцав ял администрацийĕн специалисчĕ Антонина Пупина та пĕлтĕрхишĕн парăмсем çуккине пĕлтерчĕ. Хальлĕхе çулталăкра палăртнă 28 пинтен 5-шне çеç пуçтарнă.

Ыйтăва пĕтĕмлетнĕ май, налуксене сентябрь пуçламăшĕччен хывма, иртнĕ çулхи парăмсене тÿлесе татма  çирĕплетсе хăварчĕç.

 

Ĕçкĕ - киревсĕр ĕçсен пуçламăшĕ

Халăха урă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтарассине тата алкоголизма хирĕç кĕрешессипе çыхăннă ыйтăва кун йĕркине кĕртни ăнсăртран мар. Алкоголизм - обществăн чи хăрушă чирĕ. Çавăн пекех района, республикăна каялла туртакан кăтарту та. Ĕçкĕçсене пула пирĕн хушăра миçе çемье нуша, шар курать-ши тата; Ĕçкĕ - киревсĕр ĕçсен пуçламăшĕ те. Юлашки вăхăтра ÿсĕрле тунă преступленисен шучĕ те ÿсрĕ. Ларура тухса калаçнă май, çакна шалти ĕçсен районти пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Валерий Терентьев та палăртрĕ. Килти условисенче алкогольлĕ шĕвексем хатĕрлесе сутакансене тупса палăртассипе тĕллевлĕн ĕçлесе пынине каларĕ. Нумаях пулмасть милици органĕнче тимлекенсем Пăртас, Хапăс, Хирпуç ял администрацийĕсенче пулнă, виçĕ сăмакунçăна явап тыттарнă. Анчах ку - çак мелпе пуякансен пĕтĕмлетÿллĕ кăтартăвĕ мар. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, паян ялсенче килĕсерен тенĕ пекех сăмакунпа сутă тăваççĕ. Теприсем тата çăмăлрах меслетпе усă кураççĕ - суррогатлă спирта хутăштарса сутаççĕ. Анчах «услам тăвакансенчен» нихăшĕ те çын пурнăçĕ пирки шутламасть - хăйсен кĕсйине «хулăнлатса» çеç пултăр.

Район прокурорĕ Юрий Вахтеркин сăмакунçăсене хирĕç пĕрлешсе кĕрешес ыйтăва пĕр пухура çеç хускатман. Анчах ку енĕпе хальлĕхе кăтартуллă ĕçсемех çук-ха. Хальхинче те вăл ял администраци пуçлăхĕсем çителĕксĕр ĕçленине палăртрĕ. «Е эсир ял çыннисемпе хутшăнусене пăсма хăратăр, е пачах нимĕнле мерăсем те йышăнмастăр. Кам сăмакун юхтарать, кам сутать - пĕтĕмпех пĕлетĕр, анчах та тивĕçлĕ органсене пĕлтерместĕр», - терĕ вăл. Çавăн пекех Юрий Алексеевич алкогольлĕ шĕвексене килти условисенче хатĕрлесе сутакансене пухусенче сÿтсе явмалли, административлă йĕркепе явап тыттармаллине тепĕр хут çирĕп асăрхаттарчĕ.

Çĕрпел ял администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Горбунов ку енĕпе хăйсен тăрăхĕнче лару-тăру питĕ çивĕч пулнине, сăмакунçăсемпе кĕрешме йывăррине каларĕ. Эрех ĕçсе супса çÿрекенсем сахалăн мар, вĕсене ĕç тупса пани те пулăшмасть. «Тĕрĕссипе, алкоголиксем пачах та пилĕк авасшăн мар. «Калымлă» - пĕр черкке эрехлĕ - ĕç кăна шыраççĕ», - ун сăмахĕсенче ку тăрăхри çеç мар, пĕтĕм ялсенчи ÿкерчĕк яр-уççăн курăнать. Алкогольлĕ шĕвекпе сутă тунăшăн Çĕрпел ял администраци территорийĕнче виçĕ çынна штрафланă. Анчах та, Михаил Георгиевич каланă тăрăх, вĕсене çапла пăркăчлас тени пулăшмасть иккен, «уçламçăсем» ку укçана пĕр кунтах каялла тавăрма пултарасса та пытармаççĕ. «Эппин, вĕсене кашни эрнерех штрафламалла», - терĕ район прокурорĕ.

Пăртас ял администраци территорийĕнче мĕнлерех-ши тата; Коллеги членĕсене кунти лару-тăру та интереслентерчĕ. Анчах Геннадий Петров пуçлăх уçăмлăн нимех те калаймарĕ. Ю.Вахтеркин прокурор пăртассем ĕçкĕне хирĕç япăх кĕрешнине палăртрĕ.

Ыйтăва пĕтĕмлетсе район администрацийĕн пуçлăхĕн А.Кузьмин вирлĕ сăмахсем каларĕ. «Пĕтĕм Раççей ĕçкĕ авăрне путнă, анчах пирĕн районта ĕçкĕçсем пулмалла мар», - терĕ вăл.

 

Хутса ăшăтмалли тапхăр

кăлтăксемсĕр ирттĕр

Виççĕмĕш ыйтупа пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ Петр Иванов тата «Вурнарский» тепловодоканал» муниципаллă предприяти пуçлăхĕ Анатолий Старовойт тухса каларĕç.

П.Иванов пĕлтернĕ тăрăх, хатĕрленÿ ĕçĕсен 80 процентне пурнăçланă. 2004-2005 хутса ăшăтмалли тапхăр тишкерĕвĕсене шута илсе иртнĕ сезон вĕçленсенех мероприятисен ятарлă планне туса хатĕрленĕ. Пурăнмалли çурт-йĕре юсама подрядчиксем хушшинче тендер ирттернĕ.

Пурнăçламалли ĕçсен калăпăшĕ те пысăк-ха. Хĕле кĕриччен тăватă çурт тăррине юсаса çĕнетмелле, çуртсенче 100 метр таран шыв пăрăхĕсене улăштармалла, çавăн чухлех канализаци пăрăхĕсене юсамалла, задвижкăсене юсаса çĕнетмелле, 50 яхăн çуртри ăшă системисене ятарлă шĕвексемпе çуса тасатмалла. Хĕллехи вăхăтра авари пулма пултаракан объектсем çук-и; Çак ыйту коллеги членĕсене хытах кăсăклантарчĕ. УЖКХ пуçлăхĕ ăшă системисене маларах пысăк пусăмпа тĕрĕслесе пăхассине, палăрнă çитменлĕхсене çийĕнчех пĕтерессине пĕлтерчĕ.

Ларура коммуналлă хуçалăхăн пухăнса кайнă парăмĕсем çинчен те сăмах хускатрĕç. Петр Иванович «тепловодоканалпа» çитес уйăхра татăласса пĕлтерчĕ.

- Енчен те УЖКХ парăмсене парса татсан, эпир хĕллене 100 проценчĕпех вăхăтра хатĕрленсе çитĕпĕр, - терĕ «Вурнарский» тепловодоканал» пуçлăхĕ А.Старовойт. Çавăн пекех Анатолий Васильевич хăйсен шучĕпе 200 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем пурнăçланине пĕлтерчĕ, йывăрлăхсем çинче чарăнса тăчĕ. Автоматика кивелни вĕсене уйрăмах пысăк чăрмав кÿрет. Паянхи кун кашни котельнăйĕнчех ăшă счетчикĕсем лартма ыйтаççĕ, анчах вĕсем ытла та хаклă - предприятин укçа-тенкĕ çитсе пымасть. Хĕллехи вăхăтра тухса тăракан тепĕр йывăрлăх вăл - тепĕр чухне электроэнергие сÿнтерни. Çавăнпа та Анатолий Васильевич куçса çÿрекен электростанци питĕ кирлине, анчах та ăна туянма укçа çуккине каларĕ.

Хваттерте пурăнакансем коммуналлă тивĕçтерÿсемшĕн укçа тÿлеменни пирки те калаçу çивĕч пычĕ. Çавăнпа та вĕсем тĕлĕшпе çирĕп мерăсем йышăнма палăртса хăварчĕç, хваттер укçи пуçтарассипе вунăкунлăх ирттерме йышăнчĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
09 августа 2005
00:00
Поделиться
;