Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Мураты» ял хуçалăх кооперативĕнче

Кăçал йĕркеленнĕ «Мураты» ял хуçалăх кооперативĕ уй-хир ĕçĕсене пурнăçламалли техникăпа пуянлансах пырать. Халĕ машинăпа трактор паркĕнче гусеницăллă трактор пĕрре, урапаллисем иккĕ, автомашинăсем иккĕ тата кăкарса ĕçлемелли агрегатсем вуннă ытла шутланаççĕ. Ĕççине тухас умĕн техника паркне тыр-пул пухса кĕртмелли «Вектор» йышши çĕнĕ комбайн хутшăнчĕ. Унпа 160 гектар çинчи çурхи культурăсене пухса кĕртмелле пулать.

Çĕр хатĕр

Çак кунсенче хуçалăхăн 100 гектар çине кĕр тыррисене акса хăвармалла. Ăна валли çĕр хатĕр, вăрлăх çителĕклĕ, вăл пысăк пахалăхлă. Механизаторсем ыраш акмалли лаптăксем çине минераллă удобренисене çителĕклех хывса хăварчĕç.

Тара ещĕкĕсем çителĕклех

Кĕр çывхарса килнĕ май, уй-хирте çитĕнтернĕ пуянлăха ăçта вырнаçтарас пирки хуçалăх ертÿçисен халех тĕплĕн шухăшламалла. «Мураты» ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçи Геннадий Петрович Спиридонов хыпарланă тăрăх, 70 гектар çинче çитĕнекен çĕрулмие Çурçĕр Тинĕс Çар флотне ярса пама килĕшÿ тунă. Ăна вырăна чугун çулпа çитерме тара ещĕкĕсене хатĕрлесе хунă.



"Çĕнтерÿ çуле"
09 августа 2005
00:00
Поделиться
;