Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тулăпа урпа тухăçĕ пысăк

Хуçалăхсенчи сап-сарă тыр-пул уйĕсем куçа илĕртеççĕ. Çанталăк уяр тăнăран вĕсем тата хăвăртрах сарăхса пыраççĕ.

Çурла уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне кĕрхи культурăсене – 120 тонна тулă, 205 тонна ыраш - çапса илнĕ. Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче урпа уйрăмах ăнса çитĕннĕ. Ăна 55 гектар çинчен 182 тонна çапса илнĕ, тухăçĕ – 43,3 центнер. «Санар» агрофирма вара кĕрхи тулла гектартан 53,3-шер центнер пуçтарса илнĕ.

Выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлесси малалла пырать. Хĕлле валли тата 5698 тонна утă, 4903 тонна сенаж, 4563 тонна силос кирлĕ. «Родник» (133,3 процент) «Юнтапа» (111,4), «Новый путь» (156,3), «Родина» (104 процент) хуçалăхсем утă нумай хатĕрленĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
09 августа 2005
00:00
Поделиться
;