Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çемйипех спортпа туслă

Массăллă спорт мероприятисен программине çемье спортне кĕртнин витĕмлĕхĕ ÿсни юлашки çулсенче уйрăмах сисĕнет. Ку вăл - аслисене те, ачасене те сывă пурнăç йĕркине хăнăхтармалли чи лайăх мел: ашшĕ-амăшне кура кĕçĕннисем те спорт енне туртăнма пуçлаççĕ.

Пирĕн районта спортпа туслă çемьесем сахал мар. Акă, хăшĕ-пĕрисенех илер: Вăрнарти Политовсен, Алексеевсен, Федоровсен, Ярмушкари Сорокинсен, Ивановсен, Яковлевсен, Вăрманкасри Афанасьевсен, Шĕнер Ишекри Самоновсен çемйисем. Вĕсем кашни ăмăртăвах пысăк активлăхпа хутшăнаççĕ, республика шайĕнче те район чысне тивĕçлипе хÿтĕлеççĕ.

Иртнĕ кĕçнерникун Физкультурник кунне халалланă спорт уявĕнче те хастар пулчĕç вĕсем - сывă пурнăç йĕркине парăннă çемьесем. Чупрĕç-ăмăртрĕç, тĕрлĕ конкурссенче тупăшрĕç. Шĕнер Ишекри Самоновсем вара пуринчен те çивĕчрех, правуртарах, маттуртарах пулчĕç, мала тухрĕç. Ярмушкари Яковлевсем те вĕсенчен юлмарĕç - пĕтĕмĕшле кăтартусемпе иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
17 августа 2005
00:00
Поделиться
;