Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕçпе кану пĕр тĕвĕре

Уравăшри шкулта вĕренекенсем çуллахи вăхăтра тăван «пĕлÿ çуртне» палăрмаллах усă кÿнĕ: классене çуса тасатма, сăрлама, вак-тĕвек юсав ĕçĕсем пурнăçлама пулăшнă. Уйрăмах шкулăн çĕр лаптăкĕнче хытă тăрăшнă вĕсем - çуркунне лартса хăварнă пахча-çимĕçе пăхса асăрхасах, çум-курăкран тасатсах тăнă, ÿсен-тăран сăтăрçисемпе кĕрешнĕ.

Иртнĕ эрнере те, акă, вĕсем шкулăн пахчинче тăрăшатчĕç. Йăрансене çумăрсем хыççăн тапса тухнă  çумкурăкран тасататчĕç.

Ĕçлени нихçан та харама каймасть. Иртнĕ çул, сăмахран, уравăшсем çĕр улми çитĕнтерсе сутнă укçапа волейбол мечĕкĕсем туянма пултарнă. Кăçал та тухăç пĕчĕк пулмасса шанаççĕ вĕсем.


"Çĕнтерÿ çуле"
17 августа 2005
00:00
Поделиться
;