Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Министр вăрнарсене ырланă

Иртнĕ эрнере ĕçлĕ çулçÿревпе районта Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Галина Чернова пулнă. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Анатолий Кузьминпа тата вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕпе Людмила Никифоровапа пĕрле малтанах Калининăри шкул-интерната çитнĕ, кунти ĕç-хĕлпе паллашнă, çывăрмалли корпусра пыракан реконструкци ĕçĕсемпе кăсăкланнă. Хыççăнах Калининăри, Кÿстÿмĕрти, Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулсенче, ял хуçалăх техникумĕнче пулса çĕнĕ вĕренÿ çулне епле хатĕрленнипе интересленнĕ.

Ĕçлĕ куна пĕтĕмлетнĕ май министр вăрнарсем ачасене йышăнма тивĕçлипе хатĕрленнине палăртнă, ырланă. Çавăн пекех вăл Кÿстÿмĕр шкулĕнчи строительство ĕçĕсене авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕçлеме укçа-тенкĕ енчен пулăшассине пĕлтернĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
17 августа 2005
00:00
Поделиться
;