Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Операци «Трактор» малалла пырать

Август уйăхĕпех «Трактор» операци пырать. Çавна май районти патшалăх пушар хуралĕн уйрăмĕн инспекторĕ Ю.Г.Иванов, дозновтелĕ Д.А.Гришин тата Гостехнадзор инспекцийĕн начальникĕ И.П.Тимофеев çула тухнă. Вĕсем «Самолет», «Знамя труда», «Родник», «МТС», «Знамя» хуçалăхсенче тата «Вурнарская» агрофирмăра пулнă. Лару-тăру пысăк йывăрлăхра пулнине палăртнă: чылай техника техосмотр тухман, нумайăшĕн регистраци çук, пушартан сыхланас тĕлĕшпе пĕр хатĕр те пулманни курăнать. Правасăр çÿрекен темиçе водитĕле тытнă.

Августăн 15-мĕшĕнче вара Красноармейск районĕнчи Гостехнадзор начальникĕ Ю.В.Агатьев килсе çитнĕ. Çавăн пекех «Броневик», «Искра», «Самолет» тата ял хуçалăх техникумĕнче пулнă. Уйрăмах, «Самолет» хуçалăхра ĕç-пуç япăх пулнине палăртнă. Унта тракторсем номерсĕр те çÿреççĕ иккен. Поселокра усă курма юрăхсăр тракторпа чупакан çынна тытнă.

Гостехнадзор инспекцийĕн начальникĕ И.П.Тимофеев пĕлтернĕ тăрăх, çакăншăн хуçалăх пуçлăхĕсене тата правасăр çÿрекен водительсене явап тыттарма лекет.



"Çĕнтерÿ çуле"
17 августа 2005
00:00
Поделиться
;