Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Польшăран - бронза медальпе

Тĕрĕссипе, çак хĕрачан спортри çитĕнĕвĕсем пирки хамăр хаçатра пĕрре кăна çырман эпир. Унпа тренерсем те, район çыннисем те тивĕçлипех мухтанма пултараççĕ. Вăл ирĕклĕ майпа кĕрешессипе район, республика, Раççей, пĕтĕм тĕнче шайĕнче ирттерекен чылай турнирăн çĕнтерÿçи, призерĕ.

Сăмахăм Алина Федорова пирки. Паян ун çинчен çырма сăлтавĕ те пысăк. Çак кунсенче кăна Вăрнарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче ăсталăха туптанă хĕрача тăван Вăрнар ене савăнăçлă хыпарпа таврăнчĕ. Польшăра ирĕклĕ майпа кăрешессипе юниоркăсем хушшинче иртнĕ Европа чемпионатĕнче Раççей чысне хÿтĕлесе, 55 килограмчченхи виçе категорийĕнче вăл бронза медаль çĕнсе илнĕ.

Ку виçеври ушкăнра çĕнтерÿçĕ ятне илесшĕн пурĕ вунтăваттăн кĕрешнĕ. Европа чемпионачĕ Аленăшăн пĕрремĕш пысăк турнир пулнă пулин те, вăл çухалса кайман, пачах урăхла, кашни тытăçăва çĕнтерес туйăмпа кĕнĕ. Медаль илме тивĕçнĕшĕн питех те савăннине пĕлтерчĕ хĕр, анчах та ун калаçăвĕнче финалчченхи тытăçура итальянкăна выляса янăшăн халĕ те пăшăрханни аван сисĕнет.

Спортăн çак енĕпе Алена ăнсăртран кăсăкланма тытăннă. Вăрнарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулне те ăна пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ чухне тантăшĕ ертсе кайнă. Тĕлĕнмелле пек, çак хĕрача ун чухне спортпа пачах интересленмен - ахальтен кăна, курмалла-вылямалла кăна илсе кайнă вăл юлташне, анчах та Аленăна пĕрремĕш хутĕнчех кĕрешÿ çав тери кăсăклантарса янă. Çапла вăл ку секцине тăтăшах çÿреме пуçланă. Вăрнар енĕн тепĕр паллă кĕрешÿçипе - Ирина Даниловапа - ăмăртмалла ирĕклĕ майпа кĕрешес ăсталăха туптанă.

Тренерсем Аленăн спортри малашлăхĕ пысăк пуласса витĕр курнă тейĕн, унпа çине тăрса ĕçленĕ, турнирсене хутшăнма хатĕрленĕ. Мал ĕмĕтлĕ хĕрача чăнах та хăйĕн вĕрентекенсен шанăçне часах тÿрре кăларнă - малтанах районта, каярахпа республикăра иртекен ăмăртусене хутшăнса лайăх результатсемпе савăнтарнă.

Пурнăçра тунă пысăк пĕлтерĕшлĕ пĕрремĕш çитĕнÿ вара ыттисенчен урăхларах, вăл яланлăхах асра юлать. Акă, Алена та 1999 çулта ирĕклĕ майпа кĕрешсе республика чемпионатĕнче çĕнтерÿ пьедесталĕн чи çÿллĕ пусми çине хăпарма тивĕç пулнине манмасть. Чăваш ен чемпионки çак вăхăтра, паллах, малашне тата та пысăкрах ÿсĕмсем тăвасси пирки ĕмĕтленнĕ. Ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме унăн чăтăмлăхĕ те, яваплăхĕ те, тăрăшуллăхĕ те, чи кирли - ăсталăхĕ те çителĕклех пулнă.

Турнир хыççăн турнир, çĕнтерÿ хыççăн çĕнтерÿ. Кĕрешÿре лайăх техника кăтартакан, хирĕç кĕрешекене кĕске вăхăтра парăнтаракан хĕрачана часах Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командине илнĕ. Ку йышпа вăл чылай ăмăртăва тухса çÿренĕ, Чăваш ен ят-сумне темиçе хутчен те çÿле çĕклеме пултарнă. Халĕ ĕнтĕ А.Федорова - Раççей Федерацийĕн пĕрлештернĕ команди йышĕнче. Пĕтĕм тĕнчери турнирсене темиçе хутчен те хутшăннă вăл. Кашнинчех лайăх результатсем кăтартнă. Ахальтен-и, унăн медальсем те чылай, вĕсенчен çурри ытла - ылттăн. Çакна та каласа хăвармалла, иртнĕ çул Алена спортри пысăк çитĕнÿсемшĕн ЧР Президенчĕн стипендиатки те пулнăччĕ.

Халĕ Алена Шупашкарти Олимп резервисен шкулĕнче вĕренет, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ Владимир Николаевич Ананьев патĕнче ăсталăха туптать. Европа чемпионачĕ хыççăн тренерсем çак хĕрачан, Раççейĕн вăйлă кĕрешÿçисемпе пĕрле - Л.Аршакпа (Тува Республики), А.Трусовапа (Мускав) - 2008 çулта Пекинта пулакан çуллахи Олимпиадăна хутшăнма шанчăк пуррине палăртаççĕ. Сентябрь уйăхĕнче Алена Мускав облаçĕнчи Чехов хулине вĕрентÿпе тренировкăсен сборне тухса каять .



"Çĕнтерÿ çуле"
17 августа 2005
00:00
Поделиться
;