Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пур хуçалăх та вырмана тухман

Ял хуçалăх производство кооперативĕсен кĕрхи культурăсене тата 110 гектар çинчен, çуртрисене 8305 гектар çинчен пухса илмелле.

Юлашки çулсенче хĕвел хĕртсе пăхнăран уй-хирти тыр-пул хăвăртах пиçсе çитме пуçларĕ. Августăн 15-мĕшĕ тĕлне тата 6 хуçалăх - Коротков ячĕллĕ, «Правда», «Знамя труда», «Родина», «Санар», «Вурнарская» - кĕрхисене вырса пĕтернĕ. Хуçалăхсенче пурĕ 2938 тонна кĕрхи тырă çапса тĕшĕленĕ. Чăрăш-хирлепсен пуçтарса илмелли тата 30 гектар, ял хуçалăх техникумĕн 80 гектар юлнă. Санарпуçсен, хурăнсур-çармăссен тухăç 30 центнертан, хирпуçсен, çавалкассен, çĕрпелсен, кăкшăмсен, кульцавсен, малти-ишексен, юнтапасен, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕн 20 центнертан иртнĕ. Районĕпе ку кăтарту 20,1 центнерпа танлашнă. Çав вăхăтрах нурăссем кашни гектартан 11,8 центнер кăна тырă çапса илнĕ. Хăмăшсен тухăç 19,25 центнер, «Вурнарская» хуçалăхăн 17,4, мăн-явăшсен 17,2, ярмушкасен 15, чăрăшкас-хирлепсен 14,8, вăрманкассен 13,7, шĕнер-ишексен 13 центнер пулнă.

Тунтикун районти 124 комбайнран 75-шĕ кăна уй-хирте ĕçленĕ. Ял хуçалăх техникумĕн 7 «уй-хир карапĕнчен» 2-шĕ, вăрманкассен 6-ран 3-шĕ, кушар-юнтапасен 4-ран 2-шĕ, çĕрпелсен 6-ран 3-шĕ, аçăмçырмисен 5-ран 2-шĕ анчах вырнă. «Маяк» тата «Агро-инвест» ял хуçалăх производство предприятийĕсенче вырмана... халĕ те тухман.

Çуртрисене районĕпе вырса илнĕ 2163,5 гектар çинчен 5445,9 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ. Хурăнсур-çармăссем 265 гектартан 120-шне (45 процент), çавалкассем 679-тан 308-шне (45), хирпуçсем 470-тен 190-шне (40), Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ 1438 гектартан 580-шне (40), туçи-мăратсем 161-тен 64-шне (40), çĕрпелсем 445-рен 171-шне (38), аçăмçырмасем 440-рен 150-шне (34), хăмăшсем 469-тан 156-шне (33), чăрăшкас-мăратсем 110-ран 25-шне (23), нурăссем 205 гектартан 40-шне (20 процент) вырса çапнă. Çав вăхăтрах «Самолет», «Знамя труда», Коротков ячĕллĕ, «Гвардеец», «Новый путь», «Родина», «Знамя», «Вурнарская», «Мир» хуçалăхсенче августăн 15-тĕлне 10 гектар та вырайман. Санарпуçсем тыр-пула планпа палăртнинчен 19 процентне, кушар-юнтапасем 15, мăн-явăшсемпе малти-ишексем 12, çĕн-сăрьелсемпе хапăссем 11 процентне пуçтарса кĕртнĕ.

Хальлĕхе «Санар» (34,1 центнер), «Победа» (32,2) ял хуçалăх предприятийĕсен, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерсен обществин хушма хуçалăхĕн (31,2 центнер) тĕштырăсен тухăçĕ ыттисенчен пысăкрах. Районĕпе илсен, çуртрисене  гектартан вăтамран 25,2 центнер çапса илнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
17 августа 2005
00:00
Поделиться
;