Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Уй-хирте

Хуçалăхсенчи сап-сарă тыр-пул уйĕсем куçа илĕртеççĕ. Çанталăк уяр тăнăран вĕсем тата хăвăртрах сарăхса пыраççĕ.

Çурла уйăхĕн 11-мĕш тĕлне уй-хирсенче пурĕ 55 комбайн ĕçленĕ. Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче, «Самолет», «Родник», МТС «Яуши», «Юнтапа», «Гвардеец», «Победа», Карл Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино», «Броневик», «Хорнзор» ял хуçалăх производство кооперативĕсенче кĕрхи культурăсене пĕтĕм лаптăк çинчен çулса пĕтернĕ, 2631 тонна тырă çапса илнĕ. Вăл шутран 702 тонна кĕрхи тулă, 1929 тонна кĕрхи ыраш. Пĕтĕмĕшле илсен, тухăç гектартан 21,1-шер центнер тухнă. Кĕрхи ыраша «Санар» агрофирмăра 18 гектар çинчен 72 тонна, «Хорнзор» хуçалăхра 65 гектар çинчен 218 тонна çапса тĕшĕленĕ.

Çуртрисене районĕпе 10538,50 гектар çинчен  798,5-шне çулса 2129 тонна урпа, 107 тонна сĕлĕ, 56,9 тонна пăрçа пуçтарса илнĕ. «Мураты», «Янгорчино» хуçалăхсем сĕлле вырса та пĕтернĕ. «Мураты» хуçалăх ĕçченĕсем ăна гектартан 37,6 центнер çапса илме пултарнă.

Кăçал районта икĕ хуçалăх кăна пăрçа акнă. «Янгорчино» ял хуçалăх кооперативĕ ăна вырса пĕтерме те ĕлкĕрнĕ – 6 гектартан 13,9 тонна тухнă. Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче пăрçана 70 гектар çинчен 28,5 процентне çулнă, тухăçĕ – 21,5 центнер.



"Çĕнтерÿ çуле"
17 августа 2005
00:00
Поделиться
;