Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Уяв пурне те йыхралварĕ

Паян физкультурниксем, спорт юхăмĕн ветеранĕсем, сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем хăйсен профессилле уявне паллă тăваççĕ. Районта çак кунпа çыхăннă массăллă мероприятисене вара кĕçнерникунах йĕркелерĕç.

Спорт уявне паллă тунипе пĕрлех çак кун ÿсĕмсемпе çитĕнÿсене пĕтĕмлетме те меллĕ. Чи малтанах çакăн çинче чарăнса тăрас килет - Вăрнар районĕ апрель уйăхĕнче, Акă, физкультурăпа спорта аталантарас, халăх сывлăхне çирĕплетес енĕпе ирттернĕ смотр-конкурсра виççĕмĕш вырăн йышăнса Хисеп грамотипе куçса çÿрекен кубока тивĕçрĕ. Пирĕн спортсменсем республика, Раççей, пĕтĕм тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче район ял-сумне çĕклеме пултарчĕç. Уйрăмах ирĕклĕ майпа кĕрешекен хĕрсемпе каччăсем, волейболистсем, футболистсем, çăмăл атлетсем, йĕлтĕрçĕсем, полиатлонистсем районăн спорт «енчĕкне» медальсемпе, Хисеп грамотисемпе, кубоксемпе пуянлатрĕç. Юлашки çулсенче хзалăха сывă пурнăç йĕркине явăçтаракан мероприятисен шучĕ ÿснине те ырламалла – эппин пирĕн хушăра сывă нацишĕн кĕрешекен çынсем йышлăн.

«Химик» стадиона пуçтарăннисене уяв ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин, ЧР физкультурăпа спорт министерствин представителĕ Алина Новикова, Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн генеральнăй директорĕн çумĕ Евгений Захаров, районти вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Людмила Никифорова, унăн физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен çумĕ Сергей Политов саламларĕç. Районăн спорт пурнăçне активлă хутшăнакансем, тĕрлĕ ăмăрту-турнир çĕнтерÿçисем, тренерсем, ветерансем – вун-вун çын – Дипломсемпе парнесем илме тивĕç пулчĕç.

Раççей тата Чăваш ен гимнĕсем янăранă хыççăн ăмăртусем пуçланчĕç. Кăçал, ытти çулхисемпе танлаштарсан, спорт уявне хутшăнакансем те ытларах пулчĕç. Кашниех хăйне килĕшнĕ тĕспе тупăшма пултарчĕ. Чи вăйлисем вара хĕрÿ те çивĕч кĕрешÿсенче палăрчĕç.

Çемье эстафетинче, акă, Чăрăш Ишекри Самоновсем, Ярмушкари Яковлевсем, Вăрманкасри Афанасьевсем маттур пулчĕç.

Çăмăл атлетсен эстафетинче Вăрнарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн, Ярмушка ял администрацийĕн, хутăш препаратсен завочĕн командисем мала тухрĕç.

Шашкăлла ăста вылякансем çаксем: В.Наумов (Вăрнар), В.Кошкин (Вăрманкас), В.Чернов (Вăрнар), И.Ильина (Кив Мĕлĕш),... Афанасьева (Вăрнар) тата С.Чикмякова (Вăрнар). Шахматла выляса çĕнтерекенсем – В.Наумов,...

Мини-футбол тата волейбол вăййисем уйрăмах çивĕч иртрĕç. Пĕрремĕшĕ тĕсĕпе ... командăсем мала тухрĕç, иккĕмĕшĕпе -...

Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем хушшинче хитре те вăйлă кĕрешÿ кăтартса Сергей Львов, иван Сладков, Дима Авдеев, Юра Яковлев тата Люда Николаева палăрчĕç.

Çĕнтерÿçĕсене пурне те Дипломсемпе тата парнесемпе чысларĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
17 августа 2005
00:00
Поделиться
;