Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çуллахи-кĕрхи сунар пуçланчĕ

Чăваш Республикинче сунар йĕркипе килĕшÿллĕн тата вĕçен кайăксен хисепне шута илсе çуллахи-кĕрхи сунар тапхăрне уçма палăртнă.

Августăн 20-мĕшĕнчи ирхи шурăмпуçран ноябрĕн 7-мĕшĕччен шыв тата шурлăх тискер кайăкĕсене, кăрăпчаксене тата кăвакарчăнсене тытма ирĕк панă.

Августăн 20-мĕшĕнчи ирхи шуçăмран октябрĕн 2-мĕшĕччен ăсансене, пăчăрсене, хир чăххисене тата путенесене тытма юрать. Сунар йыттисене ветеринарипе санитари сыхлавĕн органĕсенче регистраци тунине çирĕплетекен свидетельствăна илмелле, уртаракан чиртен укол тумалла. Сунарçăсен вĕçен кайăксене сунар хуçалăхĕнчен ирĕк панă чухне кăна тытма юрать. Çавна май тивĕçлĕ документсем хатĕрлемелле. Сунарçăн ухутана тухма ирĕк паракан удостоверени пулмалла, сунар пăшалне тата пĕрле илсе çÿреме шалти ĕçсен органĕсенчен ирĕк илмелле. Çавăн пекех сунар правилине, ухутари хăрушсăрлăх техникине, пăшалпа усă курмалли йĕркесене çирĕп пăхăнса пырсан инкек пулмĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
22 августа 2005
00:00
Поделиться
;