Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кубок каллех «Химик» аллинче

Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн «»Химик» команди иккĕмĕш çул харăсах Чăваш ен футбол Кубокне çĕнсе илчĕ.

Футболла выляса Чăваш енре мала тухассишĕн пынă ăмăртăвĕн тĕрлĕ тапхăрĕнче «Химик» кăçал та хастарлăхпа палăрчĕ, лидерсен йышĕнчен чакмарĕ. Вăл «Волга-ТАВа» тата «СК-центр-Спартака» 3:1, поселокри «Химик-2-СОМа» 2:1 шутпа парăнтарчĕ.

Иртнĕ шăмат кун Шупашкарти «Спартак» стадионра иртнĕ финал вăййисенче «Химик» тĕп хулари «Крылья» командăпа тĕл пулнă. Тĕп вăхăтра вăййа командăсем пĕр пек шутпа - 2:2 - вĕçленĕ. Хушса панă вăхăтра «Химик» «Крыльян» хапхине тепĕр мечĕк тапса кĕртнĕ. Çапла вăл Кубока тепĕр çуллăха хăйĕн аллинчех хăварнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 августа 2005
00:00
Поделиться
;