Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Умра вара - çĕнĕ вĕренÿ çулĕ

Иртнĕ вĕренÿ çулне районти вĕрентÿ учрежденийĕсем ăнăçлă вĕçлерĕç. Педагогсем ачасене тарăн пĕлÿ парас ĕçре çĕнĕ меслетсемпе майсене çулпани, çĕнĕ технологисемпе усă курни те паха «çимĕç» пачĕ. Кăçал, акă, районти шкулсенчен пĕтĕмпе 51 медалист вĕренсе тухрĕ, вĕсенчен улттăшĕ - ылтăнпа. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменсен кăтартăвĕсем те начар мар: математикăпа: акă, вăтам балл 57,98-па танлашать, вырăс чĕлхипе - 54,98, обществознанипе - 54,4, историпе - 53,93, географипе - 49,86, физикăпа - 50,05, химипе - 43.04.

Умра вара - çĕнĕ вĕренÿ çулĕ. Мĕнле шухăш-кăмăлпа кĕтсе илеççĕ-ха ăна ку сферăра тимлекенсем; Çĕнĕлĕхсем хăш шкулта пулса иртĕç-ши; «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн паянхи хăни - район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт управленийĕн пуçлăхĕ Людмила Аркадьевна Никифорова. Вăл пирĕн ыйтусем çине хаваспах хуравлама килĕшрĕ.

- Людмила Аркадьевна, çĕнĕ вĕренÿ çулĕччен шутлă кунсем кăна юлчĕç. Ачасене çутă та хăтлă классенче кĕтсе илесси - педагогика коллективĕсен тĕп тивĕçĕ. Кăçал шкулсемпе ача сачĕсенче юсав ĕçĕсем ирттерме мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрнă;

- Чăнах та, ачасене юсавлă классенче йышăнасси - пирĕн тĕп ĕç. Кăçал юсав ĕçĕсем ирттерме пĕтĕмпе 1 миллион та 965 пин тенкĕ уйăрнă. Калас пулать, çуллахи вăхăтра районти кашни вĕрентÿ учрежденийĕнчех юсав ĕçĕсем иртнĕ. Вĕсене вĕрентекенсен, ачасен, ашшĕ-амăшĕсен вăйĕпе пурнăçланă. Пысăк калăпăшлă ĕçсене илес пулсан, акă, Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта фойене, актовăй зала тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Поселокри 2-мĕш шкулта та чылай ĕç туса ирттернĕ, вăл шутра - чÿрече блокĕсене улăштарнă, урайсене çĕнетнĕ тата ыт. те. Туçи Мăратри вăтам шкулта спортзал тăррине икĕ хысаклипе улăштарнă. Мăн Явăшри спортзалта вак-тĕвек юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Малти Ишекри вăтам шкулта газ кĕртес ĕçе вĕçлесе пыраççĕ.

Кунсăр пуçне пушартан сыхланмалли сигнализацисем вырнаçтарма 103,2 пин, шкул çурчĕсене вут-кăвар хыпса илесрен сыхланмалли шĕвексемпе сĕрме 477,8 пин тенкĕ кайнă. Шкул котельнăйсенче пысăк ĕçсем туса ирттернĕ.

- Чăн та, йышăну комиссийĕ кăçал шкулсем çĕнĕ вĕренÿ çулне, ытти çулхисемпе танлаштарсан, самай тĕплĕнрех хатĕрленнине палăртрĕ...

- Çапла, ку питех савăнтарать. Педагогика коллективĕсем кăçал çултан-çул тăсăлса пыракан çитменлĕхсене пĕтерме пултарчĕç. Тĕрĕслев вăхăтĕнче тупса палăртнă кăлтăксене те çийĕнчех пĕтерчĕç. Ку ĕннĕ вĕрентекенсем ачасен хăрушсăрлăхĕ тĕлĕшпе яваплăха татах та ÿстернине çирĕплетет. Малтанхи çулсенче вăл е ку шкула вĕренÿ çулĕ пуçлансан тин йышăнни те пулкаланă. Кăçал вара районти икĕ шкул кăна хатĕрленсе çитмен.

- Çуркунне шкулсене реструктуризацилессипе канашлу ирттерчĕ. Хăшпĕр шкул тĕлĕшпе ыйтăва вĕçне çити татса парайманччĕ. Халĕ ку енĕпе лару-тăру еплерех-ши;

- Вĕрентÿ тытăмне çĕнетсе улăштарас программăпа килĕшÿллĕн, ачасене пĕлÿ пама начартарах условиллĕ, пурлăх бази хавшак шкулсене хупса паянхи пурнăç ыйтакан шайри шкулсем туса хурасси - тĕп вырăнта. ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин рекомендациллĕ çырăвĕпе кăçал реструктуризаци планне Туçи Мăратри, Туçи Çармăсри, Вăрман Кипекри, Кивĕ Мĕлĕшри, Упнерти, Енĕшри тата Çарăклăри шкулсене кĕртнĕччĕ. Пĕтĕмĕшле тишкерÿ тунă хыççăн Туçи Мăратри, Вăрман Кипекри, Туçи Çармăсри вăтам тата Кивĕ Мĕлĕшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсем тĕлĕшпе ыйтăва майлă татса пама май килчĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен Çарăклăра, Упнерте, Енĕшре пуçламăш классем кăна юлĕç. Вĕсем Пăртасри, Вăрман Кипекри тата Хапăсри база шкулĕсен филиалĕсем пулĕç.

- Шкулсене реструктуризацилени ирĕксĕр тепĕр ыйту çуратать. Президент республикăна «Шкул автобусĕсем» урăх килмессе пĕлтернĕччĕ. Кăçал хупăнакан шкулсенчи ачасен çуран çÿремелле пулĕ-ши;

- Ку ыйтăва та килĕшÿллĕн татса пама пултартăмăр. Вăрман Кипек шкулне Енĕш ачисене турттарма «УАЗ» микроавтобуспа тивĕçтертĕмĕр. Çарăклăсене Пăртасăн шкул автобусĕпе турттарĕç.

- Тепĕр çивĕч ыйту - ачасене вĕри апат çитересси. Иртнĕ вĕренÿ çулĕ вĕçĕнче шкулсенче поварсен штатне чакарма тивнĕччĕ. Нивушлĕ ачасен выçă хырăмпа вĕренме тивĕ; Ку енĕпе лару-тăрăва нимĕнле те татса пама май килмест-ши;

- РФ «Вĕрентÿ çинчен» саккунĕ укçа-тенкĕпе çыхăннă яваплăха виçĕ пая пайлани - федераци, регион, муниципалитет - самай улшăну кÿчĕ. Маларах ачасене апат çитерме федераци бюджечĕ дотаци уйăрса паратчĕ, ача пуçне 1,5 тенкĕпе танлаштарчĕ вăл. Паллах, ку питĕ курăмлă пулăшуччĕ. Çак нухрат çумне шкулсем хăйсем çĕр лаптăкĕ çинче çитĕнтернĕ пахча-çимĕçе, хуçалăхсен пулăшăвне (каникул вăхăтĕнче ĕçленĕшĕн какай е сĕт, çĕр улми тата ыт. те) хушса саплаштарчĕç те, ашшĕ-амăшĕ пачах та тăккаланмастчĕ. Çĕнĕ çултан дотаци уйăрма пăрахсан, кашни шкулах çак лару-тăруран хăйне май тухма тăрăшрĕ. Тĕпрен илсен апат çитерессине ашшĕ-амăшĕ яваплăха илчĕ. Шел те, пурте пĕр пек мар çав. Хăшĕсем бюджет укçи-тенки çине кăна шанаççĕ, ачисене апат çитернĕшĕн тÿлесшĕн мар. Теприсемшĕн, сахал тупăш илекен çемьесемшĕн, паллах, ку йывăр çĕклем. Çавăнпа та ку ыйтăва пирĕн кун йĕркинчен кăлармалла мар. Ăна татса пама май тупмаллах.

Малтанласа шкул столовăйĕсене апат-çимĕçпе ĕçлекен предприятисене парасси пирки те шутласа пăхрăмăр. Анчах та аякри ялсенче вырнаçнă, ача сахал шкулсене вĕсем илесшĕнех мар. Вĕсене те ăнланма пулать - тăкаклă камăн ĕçлес килтĕр.

 ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерĕ иртнĕ канашлура поварсене тытса тăрассине республика бюджечĕ çинчех хăварассине каларĕ. Анчах штата чакарма тивет. Шанатпăр, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче ачасене вĕри апат çитеретпĕрех, вĕсен «юрлакан хырăмпа» вĕренме тивмĕ.

- Малашнехи плансем пирки мĕн каланă пулăттăр;

- Çивĕч ыйтусем, паллах, чылай. Çапах та пирĕн чи кирли - ачасене тарăн, пурнăç ыйтакан пĕлÿ парасси - çинчен манмалла мар. Çĕнĕ меслетсене çул парса воспитани ĕçне ырă витĕм кÿресчĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, пирĕн умра пысăк задачăсем тăраççĕ. Вĕсене сăмахпа мар, тĕллевлĕ ĕçпе çирĕплетесчĕ. Çак задачăсене пурнăçлама пĕр-пĕрин хушшинче ăнлануллăрах ĕçлесчĕ. Вĕрентÿ процесĕн çитĕнĕвĕ, педколлективăн ăнăçăвĕпе ÿсĕмĕ шăпах ырă хутшăнусенчен килет те.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 августа 2005
00:00
Поделиться
;