Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хĕрÿ ĕççи пырать

Районта тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене палăртнă 12110,5 гектартан 6235-шне (52,6 процент) çапса тĕшĕленĕ, пÿлмесене 13601 тонна тырă ăсатнă.

Хăш-пĕр хуçалăхсенче вырма вĕçленсе пырать. Августăн 22-мĕшĕ тĕлне хурăнсур-çармăссем пĕтĕм лаптăкăн 86 процентне, хирпуçсем 82, кульцавсем 81,7, çĕрпелсем 81 процентне вырса илнĕ. Чăрăшкас-мăратсем, çавалкассем, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ, хăмăшсем, туçи-мăратсем, кив-сăрьелсем, кушар-юнтапасем, санарпуçсем, «Вурнарская» агрофирма ĕççине çурри ытла вĕçленĕ. Аçăмçырмисем 440-рен 210-шне (48 процент), вăрманкассем 447-рен 212-шне (47,4), нурăссем 216-ран 96-шне (44,4), ярмушкасем 770-тен 310-шне (40), малти-ишексем 363-рен 138-шне (38), мăн-турхансем 500-тен 176-шне (35,2), ершепуçсем 597-рен 191-шне (32), кăкшăмсем 220-рен 65-шне (29,5), малтикас-ялтăрасем 340-рен 96-шне (28,2), шĕнер-ишексем 215-рен 60-шне (28), уравăшсем 120-рен 30-шне (25), чăрăшкас-хирлепсем 315-рен 75-шне (23,8), хапăссем 90-ран 20-шне (22,2), мăн-явăшсем 445-рен 95-шне (21,3), уйкас-кипексем вара 100 гектартан 8-шне кăна çулнă. Чи пысăк тухăç - «Санарпа» (33,9 центнер) «Мураты» (33,3 центнер) хуçалăхсен. Районĕпе ку кăтарту 21,8 центнерпа танлашать. Çав вăхăтрах хăш-пĕр хуçалăхсенче тухăç 10 цетнера та çитмест. Ял хуçалăх управленийĕн специалисчĕсем çакна вăрлăхсене им-çамламаннипе тата начар сортсене акнипе ăнлантараççĕ.

Кĕр тыррисене районĕпе 2674 гектар çĕр хатĕрленĕ. Аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ, «Санар» агрофирма, «Юнтапа», «Новый путь», «Победа», «Хорнзор», «Знамя», «Мураты» ял хуçалăх производство кооперативĕсем çак ĕçе вĕçленĕ ĕнтĕ. Анчах та «Абызово», «Самолет», МТС «Яуши», «МТС» хуçалăхсенче кĕрхи çĕртме тăвассипе васкамаççĕ. Кунта палăртнă лаптăкăн çуррине те сухаламан. Ял хуçалăх управленийĕн тĕп агрономĕ А.Борисов каланă тăрăх, кĕрхи ыраша агротехникăна пăхăнсан августăн 25-мĕшĕччен акса пĕтермелле. Районти хуçалăхсенчен виççĕшĕ - «Победа», «Хорнзор», «Мураты» - çак задачăна чи малтанах пурнăçланă. Хальлĕхе çĕрпелсем 73 гектар, кульцавсем 60, çавалкассем 23, кушар-юнтапасем  20, малти-ишексем 15 гектар кĕрхи ыраш акнă.

Кăçал хуçалăхсенче пурĕ 1287,5 гектар çĕрулми лартнă. Августăн 22-мĕшĕ тĕлне палăртнинчен 52-шне кăларнă. Ку таранччен пуçтарса илнĕ «иккĕмĕш çăкăрăн» вăтам тухăçĕ 211 центнерпа танлашать. «Агрохмель», «Санары», «Мураты» хуçалăхсече ĕç ал-кал пырать.



"Çĕнтерÿ çуле"
24 августа 2005
00:00
Поделиться
;