Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тĕп вырăнта - ачасен сывлăхĕ

Зоя Меркурьевна Ивановапа Роза Николаевна Никифорова Санарпуçĕнчи ача садĕнче, вăл мĕн уçăлнăранпах, вăй хураççĕ. Иккĕшĕ те кĕçĕннисене воспитани парас, пурнăçа малтанхи утăмсем тума пулăшас ĕçре чыс-хисеп çĕнсе илнĕ.

Ача садĕнчи ĕç çулне вĕсем воспитательтен пуçланă, халĕ вара пĕрремĕшĕ заведующире, иккĕмĕшĕ медицина сестринче тимлет.

Санарпуçĕнчи ача сачĕн коллективĕ ырă тĕслĕххисен шутĕнче. Кĕçĕннисене выляма, вĕренме тивĕçлĕ условисем туса панă: пÿлĕмсем таса та çутă, хăтлă. Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе шкулта чылай ĕç пуçланă: верандăра юсав ĕçĕсем ирттернĕ, урайсене улăштарнă, сăрланă.

- Ялсенче ача сачĕсем пурри ашшĕ-амăшĕшĕн те, ачисемшĕн те усăллă, - теççĕ кунта ĕçлекенсем, - Аслисем ĕçе кайсан ачасене кампа хăвармалла-ши; текен ыйту татăлать. Кĕçĕннисем вара садикре пурнăçăн пĕрремĕш урокĕсене илеççĕ: ытти ачасемпе хутшăна, вулама-çырма хăнăхаççĕ.

Çакна шута илсех ĕнтĕ кăçал тепĕр ушкăн уçма шутланă. Сентябрĕн пĕрремĕшĕнчен кунта 47 ача çÿреме тытăнĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ валли вĕрентÿ ĕç программине хатĕрлесе çитернĕ ĕнтĕ. Тĕп вырăнта - ÿт-пĕве пиçĕхтерекен, вăй-хала çирĕплетекен занятисем.



"Çĕнтерÿ çуле"
24 августа 2005
00:00
Поделиться
;