Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хаçат парнисемшĕн

Вырсарни кун Шупашкарти «Спартак» стадионра иртнĕ массăллă спорт уявĕ - «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика эстафети - сывă пурнăç йĕркин тусĕсене кăçал 67-мĕш хут пуçтарчĕ. Калас пулать: пĕлтĕртенпе çак чупăва чăваш кăйкăрне - икĕ хут Совет Союзĕн Геройне Андриян Николаев летчик-космонавта халаллаççĕ.

Ăмăртусене официаллă лару-тăрура уçнă çĕре ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Гапликов, Физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ Вячеслав Краснов, Шупашкар хула мэрĕ Николай Емельянов, Чăваш ен правительствин членĕсем, Олимп чемпионки Елена Николаева, Дагестан делегацийĕн представителĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.

С.Гапликов спортсменсене саламланă май, юлашки çулсенче республикăра спорт юхăмĕ вăй илсе аталаннине палăртрĕ. Асăннă ăмăртăва хутшăнакансен йышĕ çулсерен ÿссе пынине тата стадион «чирлекенсемпе» тулнине кура: «Чăваш ен Раççейре яланах малтисен йышĕнче пулнă, пулать те...» - терĕ. «Советская Чувашия» патшалăх унитарлă предприятин генеральнăй директорĕн-тĕп редакторĕн Африкан Соловьевăн: «Эпир юлташсем пулса тăтăмăр - пире сывă пурнăç йĕрки патне туртăнни пĕрлештерчĕ» сăмахĕсене те пурте тăвăллăн йышăнчĕç.

Чупăва район спортсменĕсен пысăк ушкăнĕ те хутшăнчĕ. Тĕрлĕ этаппа старта район администрацийĕн, ветерансен, Вăрманкасри, Калининăри, Ярмушкари, Хăмăшри шкулсен командисем, Хăмăшри Афанасьевсен çемйи тухрĕç.

Район-хула администрацийĕн ĕçченĕсем хушшинче вăрнарсем эстафетăна пуринчен малтан вĕçлерĕç, Кубока тата парнене тивĕçрĕç. Командăра - Сергей Павлов, Надежда Лаврентьева, Алексей Владимиров, Галина Павлова тата Владимир Прокопьев.

Яллă районсем хушшинче Владимир Политовран, Дима Герасимовран, Денис Лаврентьевран, Катя Горбуноваран тата Галина Павловаран тăракан команда иккĕмĕш пулчĕ.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсем хушшинче вăрнарсем каллех чи хăвăрттисем пулчĕç: Хăмăшри шкул ачисем вăхăт кăтартăвĕпе пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç, командăсене 25 пин тенкĕлĕх спорт инвентарĕ илме тивĕçлĕ пулнине ĕнентерекен свидетельство парса чысларĕç.

Çавăн пекех харпăр хăй ушкăнĕнче ветерансем пиллĕкмĕш вырăна тухрĕç, Ярмушкари шкул команди чи вăйлă вунă команда йышне лекрĕ.

Çăмăл атлетсемшĕн халĕ хĕрÿ тапхăр. Тин кăна пĕр ăмăртура тупăшрĕç, умра вара – тепри. Çак шăмат кун вĕсем Муркаш районĕнче республикăра мала тухассишĕн кĕрхи кросра ăмăртрĕç. Вырсарни кун наци кросне хутшăнĕç. Спортсменсенчен ăнăçу кĕтетпĕр!



"Çĕнтерÿ çуле"
13 сентября 2005
00:00
Поделиться
;