Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Выля, хуткупăсăм, вăрçă хирĕнчи тусăм

Район администрацийĕн ĕçлев, социаллă пурнăç тата демографи политикин пайĕ Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунĕ тĕлне чăннипех те пысăк парне хатĕрлет - районти культура çуртĕнче «Выля, хуткупăсăм, вăрçă хирĕнчи тусăм» уяв каçĕ ирттерме палăртать. Çавна май тĕрлĕ музыка инстуменчĕсемпе выляма пĕлекен ветерансене сас пама йыхравлать. Конкурса хутшăнма кăмăл тунисене пурне те преми парса хавхалантарĕç.

Уяв каçне хутшăнма кăмăл тăвакансем 2-16-31 телефонпа е район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕнче тĕплĕнрех ыйтса пĕлме пултараççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
13 сентября 2005
00:00
Поделиться
;