Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çамрăк спортсменсене çумăр та хăратмарĕ

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ кăна-ха. Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем вара спортри ăсталăха тĕрĕслеме те ĕлкĕрчĕç - иртнĕ шăматкун «Химик» стадионра шкул ачисем кĕрхи кросра тупăшрĕç. Çак ăмăртăва Вăрнар енĕн паллă спортсменне - çăмăл атлетика енĕпе спорт мастерне Валерий Миронович Миронова – асăнса йĕркелерĕç. Çавăн пекех вăл «Советская Чувашия» хаçат эстафетине хутшăнма суйласа илмелли турнир та пулчĕ.

Çамрăк спортсменсене ăмăр çанталăк та, кассăн-кассăн чашлаттаракан çумăр та хăратмарĕ – эстафетăна пĕтĕмпе 26 команда тухрĕ. Хăшпĕр шакулсем икшер команда та тăратма пултарнă.

Вăйлă командăсем малтанхи минутсенчех палăрчĕç. Хăйсен ушкăнĕнче, акă, ярмушкасем пĕрле чупакансене чылай кая хăварчĕç, малти вырăна дистанци вĕçленичченех алăран ямарĕç.

Çивĕч тупăшура çавăн пекех аçăмçырмисемпе калининăсем те лайăх результат кăтартрĕç, иккĕмĕшпе вççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсем хушшинче хăмăшсем чи хăвăрттисем пулчĕç. Вăрманкассемпе хăмăшсен иккĕмĕш команди – иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн команди те дистанцие пысăк хăвăртлăхпа вĕçлерĕ, мала тухрĕ.

Çĕнтерÿçĕ командăсене Хисеп грамотипе тата парнепе чысларĕç. Пĕрремĕш вырăна тухнă командăсен вара умра тепĕр ăмăрту - çак шăматкун вĕсем Шупашкарта «Советская Чувашия» хаçат парнисемшĕн тупăшĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 сентября 2005
00:00
Поделиться
;