Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çултан çул – лайăхрах кăтарту

Галина Павлова, Екатерина Логачева, Денис Лаврентьев, Александр Емельянов, Владимир Политов... – юлашки çулсенче Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн команди полиатлон енĕпе район чысне чылай сумлă ăмăртусенче хÿтĕлерĕ, вăйлисен шутне кĕме пултарчĕ. 2003 çулта, акă, хĕрсемпе каччăсем Санкт-Петербургра иртнĕ турнирта пиллĕкмĕш пулнăччĕ. Кăçалхи март уйăхĕнче Кургантан, Атăл тăрăхĕнчи хуласем хушшинче иртнĕ хĕллехи спорт вăййисенчен çитĕнÿпе (3-4 вырăн) таврăнчĕç. Уйăхранах кăтартăва лайăхлатма пултарчĕç вĕсем – апрельте Ярославль хулинче аслă тата вăтам вĕрентÿ учрежденийĕсен чемпионатĕнче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕç.

Август вĕçĕнче Разяньте çуллахи полиатлон енĕпе Раççей первенствипе уçă чемпионатĕнче те ăнăçлă ăмăртнă техникум команди – пăшалтан перессипе, граната ывăтассипе тата чупассипе лайăх результатсем кăтартнăшăн нумай енлĕ кĕрешĕвĕн Пĕтĕм Раççейри федерацин грамотине тивĕçнĕ.

Калас пулать, çак ăмăрту çуллахи полиатлон енĕпе Раççейри чи вăйлă командăсене пуçтарнă. Команда тренерĕ, Александр Созонов каланă тăрăх, старта тухакан 212 спортсменран саккăрăшĕ – тĕнче класлă спортсменсем, 60-шĕ – спорт мастерĕсем, 70-шĕ – спорт мастерĕн кандидачĕсем пулнă.

Галина Павлова хăйĕн ÿсĕмĕнче пĕтĕмĕшле кăтартусемпе тăваттăмĕш пулнă, призлă вырăна çĕнсе илме вăл пĕр очко кăна выляса янă. Уйрăмшар тĕсре – граната ывăтассипе вара ăна çитекен пулман, 43 метр çурă инçĕшне персе пĕрремĕш вырăна тухнă. Харпăр хăй ÿсĕмĕнче В.Политов – 305, А.Емельянов – 286, Д.Лаврентьев 292 очко пухнă.

Çакна та палăртма кăмăллă – юлашки çулсенче ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсем полиатлон енĕпе Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командин тĕп йышĕ пулса тăчĕç.

Кану вăхăчĕ çукпа пĕрех вĕсен. Вĕренÿ хыççăн куллен тренировкăсенче ăсталăха туптаççĕ. Умра пысăк ăмăртусем-çке: хĕллехи полиатлон енĕпе Раççей чемпионачĕ, аслă тата вăтам вĕренÿ заведенийĕсем хушшинчи Раççей первенстви тата ыт. те. Çамрăксен ăсталăхĕ те, чăтăмлăхĕ те çителĕклĕ. Шел, бассейн çукки вĕсене самаях ура хурать. Хушăран Канашри вакун тăвакан завода тухса çÿреççĕ-ха вĕсем, анчах пĕр-икĕ хут ишни кăтартусене ÿстерме çителĕксĕр.

Александр Владимирович Сазонов спонсорсене те манмарĕ. Акă, район администрацийĕ ăмăртусене тухса çÿреме яланах транспортпа тивĕçтерет, нумаях пулмасть пневматикăллă винтовка туянса панă. «Вурнарыдорстрой» акционерсен обществи, «Вăрнаргаз» филиал, уйрăм предпринимательсем те аякра юлмаççĕ, кирлĕ чухне пулăшу параççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 сентября 2005
00:00
Поделиться
;