Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кăçалтан - çĕрĕмĕш

Кив Мĕлĕш шкулĕ 100-мĕш вĕренÿ çулне кĕчĕ. Ял çыннисем, учительсем, ачасем çак ятпа октябрьте пысăк уяв пуласса кĕтеççĕ.

Хусан епархийĕн докуменчĕсем ĕнентернĕ тăрăх, Кив Мĕлĕшпе Çĕн Мĕлĕш ялĕсем хушшинчи пĕр класлă шкул 1905 çултан ĕçлеме тытăннă. Ăна хĕçтимĕр витнĕ, тул енчен чуспа туртнă пилĕк кĕтеслĕ çурт уйăрса панă. Пĕр енче ачасем вĕреннĕ, тепĕр енче учитель пурăннă.

Çак шкулăн малтанхи тапхăрти чăн телейĕ вăл - Стефан Пудович Вишняков, пирвайхи вĕрентекен, ăста педагог, хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕн маçтăрĕ, мĕншĕн тесен чаплă уроксем ирттернисĕр пуçне ачасене ирĕкре ĕçлеме те хăнăхтарнă, выльăх-чĕрлĕх усранă, çĕр, лаша, ака-суха тумалли тата кÿлмелли алхапăл хатĕр-хĕтĕр тытнă. Стефан Пудович унта вун тăхăр çул тăрăшнă, Уравăш вулăсĕн хутла вĕрентес ĕç пайĕпе килĕшÿллĕ тачă çыхăнусем йĕркеленĕ.

Вулакан асăрхарĕ, паллах: С.П.Вишняков учитель хăйĕн ывăлне те педагогика ăслăлăхĕсен йĕрĕ çине ÿкернĕ. Раççейри вĕренÿ академийĕн член-корреспонденчĕ, философи наукисен докторĕ Александр Степанович Вишняков профессор ашшĕ Кив Мĕлĕшри пуçламăш шкула 1905-1924 çулсенче мĕнле тытса тăни çинчен ултă çул каялла кĕнеке çырса кăларнă. Унта интереслĕ асилÿсем кăна мар, ку кĕнеке, тĕрĕссипе, çамрăк ăрăва ăслă-пуçлă пăхса ÿстерме пулăшмалли питĕ паха пособи.

1925-1930 çулсенче Елена Павловна Герасимова вĕрентет. Ялсен пурнăçĕнче пысăк улшăнусем пулса пыраççĕ. Колхозсем йĕркеленсе аталанаççĕ. Уй-хирте, торф кăларса тăкнипе, нихçан курман тухăçлă тырпул çитĕнет (гектартан 18 центнер çав çулсенче районта урăх никам та илеймен). Шкулăн малтанхи воспитанникĕсем, бригадирсем, звеньевойсем, çав шутра Архип Яковлевич Михеев, Григорий Клементьевич Министров, Матрена Ивановна Иванова, Трофим Григорьевич Григорьев, Анастасия Архиповна Архипова, Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх выставкин участникĕсем пулса тăраççĕ. Мĕлĕшсенче иккĕшĕнче те клубсем ÿссе лараççĕ. Ял-йыш тĕрлĕ кружоксене çÿреме тытăнать, 1938-мĕшĕнче пуçламăш шкултан тулли мар вăтам шкул туса хураççĕ. Унăн малтанхи директорĕ - Рункă çынни Иван Степанович Краснов, учителĕсем - Елена Павловна Герасимова (Çĕн Мĕлĕш), Галина Гурьевна Андромонова (Канаш), Алексей Федорович Языков (Кив Мĕлĕш), Гурий Матвеевич Матвеев (Туçа, Йĕпреç р.), Матрена Сидоровна Сидорова (Хапăс, Вăрнар р.), Елена Константиновна Ежова (Çĕньял Хапăс, Вăрнар р.).

Вăрçă çулĕсенче вĕреннĕ ачасем халĕ çав тапхăра аслисемпе танах паттăрла ĕçленĕрен тăтăш аса илеççĕ. «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе Молотов ячĕпе хисепленекен колхозран 77 çынна, Ворошилов ячĕпе хисепленекен колхозран 99 çынна, «Колхозница» колхозран 51 çынна наградăланă. Тыл паттăрĕсене, икĕ Мĕлĕшри 173 çынна, хисеплĕ списока çырса хунă. Шкулта вĕреннисенчен, шел пулин те, Çĕн Мĕлĕш ялĕнчен кайнисенчен 58-ăн, Кив Мĕлĕшрен кайнисенчен 63-ĕн вăрçăран таврăнайман.

Шкул историйĕн пуянлăхĕ - унăн паллă çыннисем. Вĕсем çинчен халь ĕçлекеннисем, пурнаканнисем, çав шутра директорсем, туллинрех аса илсе каласа парĕç. Ачасемпе тĕл пулса калаçĕç. Шкул историне çĕнĕ страницăсем çырĕç. Ку тĕлĕшрен, каларăмăр, пĕрре А.С.Вишняков, тепре 1963-1970 çулсенче «40 лет Октября» колхоз председателĕнче ĕçленĕ Аркадий Архипович Михеев пысăк ĕç тунă, хăй шучĕпех Шупашкарта тăван шкул кун-çулне халалласа брошюра кăларнă. Çак шкултан вĕренсе тухнă Николай Григорьевич Игнатьев, биологи наукисен докторĕ, профессор, ЧР наукăн тава тивĕçлĕ деятелĕ, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн проректорĕ, шкул ачисем валлиех, ятарласах пархатарлă паха ĕç тунă, çавăн пек кĕнекесем хатĕрлесе парнеленĕ: «Чувашско-русско-латинский словарь названий животных» (1993), «Млекопитающие Чувашии» (1995), «Птицы Чувашии» (1997), «Рыбы, земноводные и пресмыкающиеся Чувашии» (2002). Кĕнекесене ÿкерчĕксемпе пуянлатнă, чăвашла та кăларнă. Вĕсем мĕн пур вулакансемшĕн усăллă тесе йышăннă.

Шкулăн интеллектуаллă пуянлăхĕнче çар офицерĕсем (25-ĕн), ученăй-агрономсем, пултаруллă инженерсем, халăха вĕрентес ĕçĕн тава тивĕçлĕ çыннисем. Аслă пĕлÿ илнисене пурне те шута илнĕ, кĕнекене кĕртнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 сентября 2005
00:00
Поделиться
;