Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Трактор» операци вĕçленчĕ

Çурла уйăхĕнче районта «Трактор» операци иртрĕ.

- Хуçалăх ертÿçисем, тĕп инженерсем, трактористсем техника юсавлăхне сахал тимлĕх уйăрнине палăртас килте. Тĕрĕслев вăхăтĕнче пĕтĕмпе 21 протокол çырма тиврĕ. Çав шутран виçĕ ертÿçĕне, пилĕк тĕп инженера, харпăр хăй техникипе чупакан тăватă çынна, хуçалăхсенчи тăхăр тракториста явап тыттартăмăр,- пĕлтерчĕ районти Гостехнадзор инспекцийĕн пуçлăхĕ И.Тимофеев операци кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май.

Çавăн пекех уйăхлăхра трактористсем удостоверенисĕр тата регистрацилемен тракторпа е прицеппа çÿренĕ тĕслĕхсем чылай тупса палăртнă. «Самолет», «Гвардеец», «Маяк», «МТС-Яуши», «Знамя труда» хуçалăхсенче тракторсене техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларман.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 сентября 2005
00:00
Поделиться
;