Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмпех вĕçленĕ

«Мураты» ял хуçалăх кооперативĕнче уй-хир ĕçĕсене кăçал чи малтан вĕçлерĕ. Тыр-пула кунта 160,5 гектар çинчен пуçтарса илнĕ. Вăтам тухăç 30 центнерпа танлашнă. 160 гектар çинче кĕрхи культурăсене акса хăварнă. 135 гектар кĕрхи çĕртме тунă. Туçи-мăратсем 70 гектартан çĕр улми пуçтарса илнĕ. Вăтам тухăç - 280 центнер. Уйрăмах, «Удача», «Жуковский» сортсем лайăх тухнă. Хуçалăх ертÿçи Геннадий Петрович Спиридонов пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем çĕр лаптăкне татах ÿстересшĕн, тепĕр 120 гектар çĕр туянасшă.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 сентября 2005
00:00
Поделиться
;